Культура

15 Нарăс, 2014

Шартлама сивĕрен - çурхи пахчана

Çак кунсенче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче уçăлнă курав чунра ырă туйăм çуратать. Унăн авторĕ - Чăваш халăх художникĕ Раиса Терюкалова. Хĕллехи сивĕрен тÿрех çуллахи улăха, çурхи пахчана лекетĕн. Вун-вун тĕрлĕ чечек илĕртет хăй патне. Вăл çеç-и?

15 Нарăс, 2014

Хĕмÿ пытăр ĕмĕре

Сăмахăм манăн Вăрнар районĕнчи Хура Çырма ялф хăйĕн сакăр вунă çулне паллă турĕ. Эпĕ унăн пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне лайăх сиссе пурăнакан юлташĕсемпе тусĕсен шутне кĕместĕп. Тĕрĕссипе, хальхи вăхăтра куллен курса сывлăх сунакан пĕлĕшĕ кăна.

15 Нарăс, 2014

"Этемлĕх чăнлăхĕ янăратса ярать те чан..."

/Петĕр Эйзинăн илемлĕх тĕнчинче сăнланнин метафизика тата интертекст пĕлтерĕшĕ/

Сар уйăха сăна,
ăнлан ун шухăшне,
тен, калĕ вăл сана
тĕнче вăрттăнлăхне.
 

"Аваллăх кĕввисем" ярăмри çак сăвва литература манифесчĕ темелле ахăртнех.

Петĕр Эйзин чăннине шыранă, Чăнлăх пирки сĕмленнĕ-тĕшмĕртнĕ. "Эй, кам пĕлет, мĕскершĕн вут хыпса илет те чĕлхеленет?!" - тет çирĕм икĕ çулти сăвăç "Аслати чечекĕ" поэмăра. Вăл хăйне аслати чечекĕ пек, вут чĕлхи пек курать. "Тĕлĕкре те мана аслати çапнă", - тет вăл.

21 Кăрлач, 2014

Юррисемпе пулăшать

Культура тытăмĕнче хăйĕн ĕçне чунран парăннă çынсем çеç ĕçлеççĕ тенипе килĕшетĕп. Статистика палфрежденийĕсенчи вăтам ĕç укçи 11774 тенкĕпе танлашнă, муниципалитет шайĕнчисен - 9985 тенкĕ. Тăвай районĕнче вара, тĕслĕхрен, çак кăтарту 8561 тенкĕпе тан.

21 Кăрлач, 2014

«Кашниншĕн чунĕ ыратать»

Валерий Александровича И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ÿнерпе музыка факультечĕн иккĕмĕш корпусĕнче тĕл пултăм. Вăл яланхи пекех студентсен хушшинче, вĕсене диплом ĕçĕ хатĕрлеме пулăшать. Çамрăксем ăна тĕрĕслĕхе тĕпе хурса çирĕп ыйтнăшăн хисеплеççĕ. «Унăн кашниншĕн чунĕ ыратать», - теççĕ студентсем.

Pages