Хĕмÿ пытăр ĕмĕре
Сăмахăм манăн Вăрнар районĕнчи Хура Çырма ялф хăйĕн сакăр вунă çулне паллă турĕ. Эпĕ унăн пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне лайăх сиссе пурăнакан юлташĕсемпе тусĕсен шутне кĕместĕп. Тĕрĕссипе, хальхи вăхăтра куллен курса сывлăх сунакан пĕлĕшĕ кăна. Мĕнле калас, çын тени вăл яланах ырă кăмăл ăшши еннелле кăна туртăнать, усалли, тен, усалли еннелле пуль.
А.А.Афанасьев - профессийĕпе аслă пĕлÿ илнĕ актер, А.В.Луначарский ячĕллĕ Мускав театр институтне /ГИТИС/ пĕтернĕ. 1961 çулта Чăваш академи драма театрне ятарлă пĕлÿ илсе таврăннă артистсен иккĕмĕш ăрăвĕнчен. Халĕ пĕрремĕш ăрури артистсенчен театрăн сцени çинче ĕçлекенсенчен чи палли, чи чапли - СССР халăх артистки Вера Кузьминична Кузьмина, тăхăр вунă çултан та каçса кайнă тăн-тăн этем. Мăй çыххинчи шăрçасем пек пурте илемлĕн тĕлĕнтерсе тăратчĕç пултарулăхĕпе наци театрĕ валли ГИТИС хатĕрленĕ пĕрремĕш кăларăмри артистсем. ГИТИСăн иккĕмĕш кăларăмĕнчи артистсен те çулĕ хушăнсах пырать ĕнтĕ. СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев /Чăваш театрĕн хальхи пултарулăх ертÿçи/, Нина Яковлевăпа Нина Григорьева - иккĕшĕ те чăн артисткăсем. А.Афанасьев Чăваш театрĕнче темшĕн мĕн ватăличченех ĕçлесшĕн пулман вара. Ролĕсене мĕнлерех ăнтарса вылятчĕ театр институтне пĕтерсе килнĕ хыççăнах. Çав рольсем манăн халĕ те куçăм умĕнче. Вĕсем - Монтекки /«Ромеопа Джульетта». В.Шекспир/, Сакердон /«Ĕçлесе тупнă çăкăр». А.Н.Островский/, Назар Дума тата Балясный /«Малиновкăри туй». Оперетта. Л.Юхвид тата В.Александров/. Эпĕ уйрăмах вăл вылякан Колю тете сăнарне килĕштернĕччĕ /«Нонка юратăвĕ». Г.Терентьев пăлхар писателĕн Ивайло Петровăн повеçĕ тăрăх хатĕрленĕ инсценировка/. Капмар кĕлеткеллĕ, сасси чĕтренсе тухакан ăш вĕçнĕ арçынччĕ вăл çав постановкăра. Тыткаларăшĕпе çав тери чăннăн та тĕплĕччĕ вăл. Чăваш академи драма театрне тепĕр талантлă артист хутшăннăшăн савăнаттăм унăн пултарулăхне тимлесе ларнă май. Ытти ролĕ те пайтах пулнă унăн çак театр сцени çинче: Шалый /«Уçнă çерем». М.Шолохов/, Коваленко профессор /«Ирхи сывлăм». А.Коломиец/, Кирилл Николаевич /«Унăн айăпĕ». Л.Родионов/, Леонид Иванович /«Телей» оперетта. И.Молодов, Т.Фандеев/...
Çуллахи вăхăтра вăл театрăн ытти артисчĕпе пĕрле çуллахи гастрольсене чунĕпе ынатланса хутшăннă. Тутар, Пушкăрт республикисенчи, Чĕмпĕр, Куйбышев, Эрĕнпур, Пенза облаçĕсенчи чăваш ялĕсенче пулса курнă. Спектакльсем хыççăн вара кăтартнă ĕçсене сÿте-сÿте явнă, ял çамрăкĕсене тĕрлĕ-тĕрлĕ ташă вĕрентсе-хăнăхтарса хăварнă. Çавăн чухне А.Афанасьев артист ял çамрăкĕсен кумирĕ пулса тăнă.
Ĕçĕ-хĕлĕ чăваш театрĕнче пит ăнăçлă тапранса кайнă пулин те, Алексей Арсентьевич артист карьерин сукмакĕпе мар, хĕсмет сукмакĕпе пăрăнса кĕрсе каять. 1964 çулхи чÿк уйăхĕнче республика Культура министерствин аппаратне ĕçлеме куçать, унта вăл искусство пайне ертсе пырать. Йăпăр-япăр хăпартса лартманах ĕнтĕ Алексей Афанасьева асăннă пая. ГИТИСра вĕреннĕ чухнехи тĕрлĕ енлĕ ĕç туçăхлăхне те шута илнĕ-тĕр. Институтра вăл курс старости, профком членĕ пулнă. Лайăх ĕлкĕрсе пынăшăн тата общество ĕçне хастар хутшăннăшăн Евгений Вахтангов стипендине тивĕçнĕ. Институтра кăна мар, Мускав калăпăшĕпе те общество ĕçне хастар хутшăнать Алексей Афанасьев, лара-тăра пĕлмен чăваш ачи. М.В.Ломоносов ячĕпе хисепленекен Мускав университетĕнче аспирантурăра вĕренекен Г.Я.Хлебниковпа пĕрле вĕсем Мускаври чăвашсене пухса ентешлĕх йĕркелесе яраççĕ.
Ĕçчен çынна ĕç савать тенешкел Алексей Афанасьева 1967 çулта КПСС Чăваш обкомĕн искусство енĕпе ĕçлекен инструкторне уйăрса лартаççĕ.
1969 çулхи юпа уйăхĕнче А.А.Афанасьев Ленинградри театр, музыка тата кинематографи патшалăх институтчĕн аспирантурине вĕренме кĕрет. Унта та общество ĕçне пăрахмасть. Вăл - КПСС Ленинград хула комитечĕн ВУЗсене тĕрĕслесе тăракан канашĕн членĕ. Çавăнпа пĕрлех институт студенчĕсене СССРти халăх театрĕсен историйĕпе лекцисем вулать.
1972 çултан вăл - ВТО Чăваш уйрăмĕн /Чăваш Республикинчи Театр ĕçченĕсен союзĕн/ яваплă секретарĕ. ЧР Писательсен союзĕнче нумай çул ĕçленĕрен Театр ĕçченĕсен союзĕн нуши-тертне те кăштах ăнланатăп пек туйăнать. Мĕн каласси, йывăр ĕç. Анчах та эпĕ Алексей Арсентьевич ĕçĕ-хĕлĕ пирки тута пăрса калаçнине пĕрре те илтмен. Республикăри Çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕпе Алексей Васильевпа эпĕ нумай вăхăтранпа çывăх юлташсем пулнăран унран А.Афанасьев пирки ыррине кăна илтнĕ. Мĕнле калас, çынсене Алексей Григорьевич витĕр курса тăратчĕ çав. Килĕштерсех кайман çыннисем те пулнă ĕнтĕ унăн, анчах çавна вăл пĕрре те палăртман. Хăй пĕлнĕ те - çитнĕ. Алексей Афанасьев та çавнашкал çын. Театр ĕçченĕсен союзĕнче актерсене пулăшас тесе пайтах ырă ĕç тунă. Çакăншăн ăна халĕ те тав тăваççĕ. Союза ертсе пынă хушăрах Алексей Арсентьевич И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра философи кафедринче истори материализмĕ тата эстетика предметсемпе лекцисем вуланă.
Пурнăç - малаллах. Акă, Алексей Афанасьев та хăйĕн сакăр вунă çулĕ тĕлне çитрĕ. Вăл, Кушлавăш таврашĕнче çуралнăскер, Элкер «Хĕн-хур айĕнче» поэминче сăнарласа кăтартнă Чакка пекех вăй питти-ха.
А.А.Афанасьев - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Сăмахăма çирĕм çул каялла çырнă сăвăпа вĕçлесшĕн. Унăн авторĕ - Георгий Ефимов поэт. Алă пусасса вара иккĕн - Светлана Никифоровна Михайловăпа Георгий Андреевич хăй - алă пуснă. Сăвви, мĕнле калас, паян кун çырнă пекех. Алексей Арсентьевич ятне.
Хветĕр АГИВЕР