Канаш районĕнчи Анат тата Тури Сурăм, Кăшнаруй ялĕсен хушшинчи вунă-вун пилĕк çухрăма тăсăлакан вăрман тăрăхне «Правда» колхоз ĕçченĕсем 40-50 çул каялла лартса килес ăрушăн пысăк ĕç тунă.
Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш шкулĕ кăçал республика конкурсне хутшăнса ачасене экологи пĕлĕвĕ парас, чун-чĕрене экологи туйăмĕ хывас енĕпе лайăх ĕçленĕшĕн ялти вĕренÿ учрежденийĕсен хушшинче çĕнтерчĕ.
Ачасене тавралăха юратма нумай çул вĕрентетĕп. Пирĕн шкула çулла е кĕркунне килекен хăнасем ачасем, педагогсем, ашшĕ-амăшĕ пăхса çитĕнтерекен ÿсен-тăрана курса тĕлĕнеççĕ. Вĕренекенсем тăван тавралăха тĕпчеççĕ, çуллен йывăç-тĕм лартаççĕ. Юман, хыр, лиçван хунавĕсене йĕкелпе вăрăран шкул питомникĕнче шăтарса куçарса лартма хатĕрлетпĕр.