Вĕçен кайăк çинчен

3 Ака, 2014

"Птицы Чувашской Республики" кĕнекен пĕрремĕш томĕ кун çути курчĕ. ЧР Наци библиотекинче пахаларĕç.

Ăна Леонид Воронов, Олег Глушенков, Геннадий Исаков, Евгений Осмелкин, Владимирпа Александр Яковлев орнитологсем пичете хатĕрленĕ. Унта гагара, чăмкăç /поганка/, аист, фламинго, пеликан, хур, ăмăрт кайăк, чăх, тăрна евĕрлисем кĕнĕ. "Республикăри вĕçен кайăка 1970 çулсенче "Птицы Волжско-Камского края" кĕнекере аванах çутатма тăрăшнă, - терĕ çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан "Сăрçи" заповедникĕн директорĕ Е.Осмелкин. - Унтанпа пирĕн тăрăхри вĕçен кайăксене халалланă кăларăм текех пулман. Çапах та кĕнекере Чăваш Ене вырăн çителĕксĕр уйăрнăран вăл паян тĕпчевçĕсене, çут çанталăк тусĕсене тивĕçтермест. "Сăрçи" Чăваш Ен кайăк-кĕшĕкне тĕплĕнрех тĕпчесе темиçе том пичетлеме тĕллев лартрĕ".

Чăвашра пеликан та ĕрченĕ-ши? "С.В.Кириков ăсчах Кăрмăш уесĕн историне тишкерсе 1959 çулта кăларнă кĕнекере пеликан евĕрлисенчен XVIII ĕмĕрте Сăр тăрăхĕнче, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пантьăк, ытти ял тĕлĕнче пысăк баклан тата кăтра пеликан ушкăнĕ апатланнине асăннă, - терĕ кĕнеке авторĕсенчен пĕри В.Яковлев. - Ю.Ф.Буйвид хăйĕн ĕçĕнче /1853 ç./ XIX ĕмĕрте Чĕмпĕр кĕпĕрни урлă вĕçсе иртнĕ кайăксенчен пеликана асăннă. Килти хуçалăхри хур пысăкăш хура пысăк баклана иртнĕ 200 çулта Сăр тăрăхĕнче шута илмен. Г.Исаков орнитолог тăваттăшне 2009 çулта Пăрачкав районĕнчи пулă ĕрчетекен "Кире" хуçалăх пĕвинче курнă".

Гагара евĕрлисенчен республика урлă хĕрлĕ тата хура пĕсехеллисем сахаллăн вĕçсе иртеççĕ. М.Д.Рузский ăсчах сунарçăсем 1891 çулта Атăл леш енче, Звенига юхан шывĕ çинче, хĕрлĕ пĕсехеллине пăшалтан персе тытнине çырса хăварнă. А.Ластухин орнитолог 2008 çулта Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕ çывăхĕнче вăл типĕтме çакнă сĕрекене çакланнине шута илнĕ. В.Яковлевпа Г.Исаков хура пĕсехеллине çармăсра курнă.

Чăмкăç евĕрлисенчен хура тата хĕрлĕ мăйли, сăрă пырли, тĕпекли вулакана кăсăклантарма пултарать. Чăваш Ен урлă çуркунне-кĕркунне иртнĕ чух вĕсем те канма чарăнаççĕ. Хура чăмкăç Етĕрне таврашĕнчи вун пĕр вырăнта йăва çавăрнине пĕлнĕ. Улатăр хулин биологи тасатăвĕн "пĕвинче" 1986 çулта - 35, 1994 ç. - 32, 1997 ç. - 40, 2008-2013 çулсенче 49-55 мăшăра çитнĕ.

Хĕрлĕ мăйлă чăмкăç пирĕн патра ĕлĕкех ĕрченĕ. Тĕпчевçĕсем ăна 1906 çулта тĕл пулнă. Иртнĕ 15 çулта вăл 9 хутчен хăйне кăтартнă. Чăваш Енре чĕп кăлармасть, çуркунне инçете çул тытнă чух çеç апатланма чарăнать.

Аист евĕрлисенчен пысăк чăмăшпа /большая выпь/, волчокпа, кваквăпа, пысăк сăрă чарланпа, шурă тата хура аистпа паллаштарнă. Фламинго Африкăра, Европăн кăнтăр çĕр-шывĕсенче, Азин кăнтăр-хĕвел анăçĕнче тĕпленнĕ пулин те Раççее те вĕçсе килет. Сăмахран, С.Сизенков ăна 2009 çулхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти биологи тасатăвĕн "пĕвинче" фотоаппаратпа ÿкернĕ. Н.Юренков пĕр мăшăра 2007-2008 çулсенче "Кире" хуçалăх пĕвинче курнă. Унтанпа республикăра пĕрре те шута илмен.

Пахалакансем кĕнекене лайăх хакларĕç. Вăл тĕпчевçĕсемшĕн, студентсемшĕн, шкул ачисемшĕн кирлине палăртрĕç.

 

Александр Яковлев сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.