Тусăмсем çитрĕç!
2009-2013 çулсенче Канаш районĕнчи Пушарпуçри чĕкеçсен пурнăçне тĕпчерĕм.
Тăван ялăмра 36 пÿрт, 67 çын пурăнать. Ытларахăшĕ карнислă, йывăçран. 2012 çулта 12 ĕнеччĕ. Пĕлтĕр 13 килти хуçалăхра сысна, ĕне, сурăх усрарĕç. Вĕсем ял çыннисене ашпа, сĕтпе тивĕçтернисĕр пуçне чĕкеçсен тĕп апачĕ шутланакан вĕт шăнана ĕрчеме пулăшаççĕ. 2009 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Пушарпуçра пĕрремĕш чĕкеçе, тепĕр кун темиçĕшне те курса савăнтăм. Эпĕ çу каçиччен сăнанă мăшăр йăва тума темшĕн кая юлса, çĕртмен 15-мĕшĕнче çеç, пуçларĕ те 5 кунран ĕçне вĕçлерĕ. Тен, малтан вăл урăх кил-çуртра тăрмашнă, каярахпа пирĕн лупасая суйласа илнĕ. Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче пусмана чалăшшăн тайăнтартăм та йăва пăхма хăпартăм. Унта кĕрен те çара чĕпсемччĕ. Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче пурте йăваран сиксе тухса вĕçме хăнăхрĕç. Тепĕр эрнерен ашшĕ-амăшĕнчен уйăраймарăм.
2010 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче ялта пĕрремĕш юплĕ хÿрене, тепĕр кун пиллĕкĕн-улттăн электропралук çинче юрă шăрантарчĕç. Пирĕн хуралтăри кивĕ йăвана юсарĕç. Ами 20-мĕшĕнче пĕрремĕш çăмарта хучĕ, темиçе кунта 4 турĕ. Çĕртмен 2-мĕшĕнче иккĕшĕнчен чĕпсем тухрĕç. Виççĕмĕш кун ашшĕ-амăшне сас пачĕç. Сакăр кунран куçĕсем уçăлчĕç. Вунă кунран пуçне çĕклесе çирĕп тытма хăнăхрĕç, хÿри шăтрĕ, çунаттисем тĕкленчĕç. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тÿлек те ăшăччĕ. Чĕпсем йăваран вăрлатса тухрĕç. Ама çăмарта иккĕмĕш хут хумарĕ.
Юплĕ хÿре йăви хĕл каçиччен пăрăсран хăпăнса ÿкнĕ пирки 2011 çулхи çуркуннене пăлханса кĕтрĕм. «Кĕрсе пăхĕç те - килĕ çук. Тепĕр çĕре куçĕç», - тесе кулянтăм. Яла çу уйăхĕн 8-10-мĕшĕсенче çитрĕç. Манăн туссем йăва çавăрма каллех кая юлса, çĕртмен 2-мĕшĕнче çеç, тытăнчĕç. Ама 5 çăмарта турĕ. Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче чĕпсем сывлăшра вăр! та вăр! çаврăнчĕç.
Ял чĕкеçне 2012 çулта республикăра акан 24-мĕшĕнче кĕтсе илнĕ. Пушарпуçра çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче пуçласа куртăм. Пĕр мăшăр çу каçиччен чĕп икĕ хут кăларчĕ.
2013 çулта яла акан 30-мĕшĕнче çитрĕç. Çанталăк ăшă та типĕччĕ. Эрнерен кивĕ йăвана юсарĕç. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче унта - 1, тепĕр кун - 2, 19-мĕшĕнче 6 çăмартаччĕ. Çĕртмен 23-мĕшĕнче чĕпсем йăваран пĕрин хыççăн тепри вăркăнса тухрĕç те тÿпене çĕкленме хăтланчĕç. Анчах нумай хăпараймарĕç, урамри йывăçсенчен аяларах вĕçсе çÿренипех çырлахрĕç. Йăвара мар, лупас айĕнчи кĕрепле шăлĕсем çинче иккĕмĕш çĕр каçрĕç. «Тен, йышлă çемьене йăвара тăвăр?» - шухăшларăм эпĕ.
Ашшĕ-амăшĕ ирхи 5 сехетрен пуçласа вĕт шăна хăваларĕ. Чĕпписем сывлăша пĕр эрне 7 сехетре çеç çĕкленчĕç. Çемье хăварнă йăвана çĕртмен 26-мĕшĕнче тепĕр мăшăр йышăнчĕ. Пусмапа васкаса хăпартăм та пĕрремĕш çăмартине асăрхарăм. Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче 5 шутларăм. Ама куллен 6-7 сехетре çăмарта хучĕ. Йăвара 15-мĕшĕнче - 3, 16-мĕшĕнче 5 чĕпчĕ. Çурлан 5-мĕшĕнче пурте тÿпере явкаланчĕç. Авăнăн 6-мĕшĕччен кăнтăра ăсанчĕç.
2012 çулта - 15, пĕлтĕр 13 килти хуçалăхри сарай-лупасайра, пÿрт çамкинче йăва çавăрса чĕп ÿстерчĕç. Емельяновсен крыльца тăрри айĕнче 2 йăваччĕ. Пĕр мăшăрĕ иккĕмĕш пуслăх çитĕнтерме инкек пулассине ăнкармасăрах электропралукран тăм йăва çакнă. Анчах кĕрен-тухан крыльца алăкне уçнă-хупнă чух силленнĕрен вăл çĕре ÿкнĕ. Тăватă çăмартинчен чĕп тухса çитĕнеймерĕ. Ачасем питĕ пăшăрханчĕç.
Ял чĕкеçĕ выльăх усракан, хуралтă алăк-чÿречине яри уçса тăракан çынсем патĕнче кăна йăва çавăрать. Вăтамран 0,93 ĕне выльăх пуçне пĕр мăшăр тиврĕ. Шкул тарасипе çăмартине виçрĕм: 2,2 грамм тайрĕ. Чĕпсем çăмартаран пĕр-икĕ талăкра тухаççĕ. Пĕрремĕш хут пусса ларнă хыççăн - 93, иккĕмĕшĕнче 85,2 проценчĕ çунатланаять. Иккĕмĕшĕнче йыш сахалраххине ама çăмартасене темле сăлтава пула чĕпсем тухичченех ăшăтма пăрахнипе ăнлантармалла.
Канаш районĕнчи Шуркасси шкулĕн вĕренекенĕ
Комментари хушас