Чĕр чуншăн «Сăрçи» - çăлăнăç
"Хыпар" ыйтăвĕсене федерацин çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан "Сăрçи" заповедникĕн ĕçченĕсем хуравлаççĕ.
- Учреждени хÿтлĕхĕнчи чĕр чунсен йышĕ республикăри чĕрлĕх хисепне витĕм кÿреет-и?
- "Сăрçи" Чăваш Ен лаптăкĕн 1,9 процентне çеç йышăнать пулин те унăн лаптăкĕнче республикăри мĕн пур пăшин - 8,5, мулкачсен - 9,8, пакшасен - 7,8, хăнтăрсен - 12,9, хир сыснисен 1,9 проценчĕ пурăнать. Улатăр районĕнчи пĕтĕм енлĕкĕн çурри ытла заповедникре тĕпленнĕ. Çакна республикăн Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин 2011-2013 çулсенчи шутлавĕн пĕтĕмлетĕвĕпе çирĕплетнĕ. "Сăрçи" - Чăваш Ен чĕрлĕхне ирĕккĕн ĕрчеме май туса паракан хăтлăхсенчен пĕри.
- "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕпе "Сăрçие" çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан коридорĕпе çыхăнтарма тĕллев лартман-и?
- Ăна мĕнле пурнăçласси пирки шухăшлатпăр. Вĕсене сыхлакан лаптăксен йышне кĕртме уйăрса кăларнă чух "Сăрçи" тавра хÿтĕлев унки туса хăварнă. Çывăхрах сунарçăсен Кирери патшалăх саккаслăхне йĕркеленĕ. Паркпа заповеднике хÿтĕлев унки 5-6 çухрăма çывăхлатнă. Унта пăшалпа, йытăпа çÿреме, чĕрлĕхе тытма юрамасть. Ункă сунар объекчĕ шутланакан чĕр чуншăн - çăлăнăç. Паркпа заповедник хушшинчи сунар вырăнĕсем кусан-çÿрене лайăхрах ĕрчеме чăрмантараççĕ.
Парк таврашĕнче те хÿтĕлев унки тăвас тĕллев пулнă. Шел те, ăна пурнăçа кĕртме май килмен. "Сăрçи" Улатăрпа Шăмăршă вăрманĕсенче биохÿтлĕх тума палăртрĕ. Ыйтăва федераци шайĕнче татса парасса шанатпăр. Унта парка, заповедника, вĕсен таврашĕнчи тата хушшинчи лаптăка кĕртесшĕн. Мускавра биохÿтлĕх йĕркелеме йышăнсан паркпа заповедника çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕ çыхăнтарĕ. Вăл чĕрлĕхе ирĕккĕн куçса çÿреме çул уçĕ. Чĕр чуншăн хăй килĕштерекен вырăна куçасси пысăк пĕлтерĕшлĕ.
- Заповедникри чĕр чунсене çуллен шутлатăр-и? Унăн йышĕ пирки мĕн калатăр?
- Кусан-çÿрен ытларах çăвăрланăран, пăруланăран, вĕçен кайăк йышлăрах чĕп кăларнăран хисеп ÿсме е чир сарăлнă пирки чĕрлĕх хухма пултарать. Вăл пĕр çĕртен теприне ушкăнпа куçни те, ăна браконьерсем пĕр шелсĕр пĕтерни те шута чакарать. Заповедникре кăрлач-нарăс уйăхĕсенче çуллен хĕллехи шутлав иртет. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе каярахпа паллаштарăпăр. Кăрлач уйăхĕнче лаптăкра 60 пăшие шута илтĕмĕр. Упа, хăнтăр, хир сыснин, шыв-шур кайăкĕн, ытти чĕрлĕхĕн хисепне палăртатпăр. "Сăрçире" вĕсене пăшалтан персе, кайăкçă хатĕрĕпе усă курса тытма юрамасть. Шутламалли йĕрке сунар вырăнĕсенче усă кураканниех. Кунсăр пуçне сĕтпе тăрантакан ытти вĕт чĕр чунпа вĕçен кайăк-кĕшĕк йышне те картлатпăр.
- "Сăрçипе" юнашар сунар вырăнĕсем хÿтлĕхри чĕрлĕх хисепне пĕчĕклетмеççĕ-и?
- Хÿтĕлев ункинчен чи çывăхри "Люльское" кайăкçă лаптăкĕ заповеднике еплерех витĕм кÿресси ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх служби унта сунар объекчĕ шутланакан чĕр чунсене çулталăкра мĕн чухлĕ тытма лицензи панинчен нумай килет. Сăмахран, 2012-2013 çулсенчи сунар тапхăрĕнче пăши тытма 2 лицензи çеç уйăрнă. Чĕрлĕх вăрманта этем çÿренине хăвăрт сисет, пăшалтан персе сывлăша кисрентернине инçетренех илтет, хăраса шăплăха - заповедника - кĕрсе тарать. Унта хыçран хăваламаннине пĕлет. Хÿтĕлев ункинчен "Кедр", "Речное", "Алгашинское" сунар лаптăкĕсене çитме 15 çухрăм ытла. Çавăнпа вĕсем заповедникри чĕр чунсене пысăк витĕм кÿреймеççĕ.
- "Сăрçие" туристсене кĕртеççĕ-и?
- Раççей Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви çĕр-шывра 102 заповедникра, 45 наци паркĕнче тата федерацин 70 саккаслăхĕнче çут ĕç туризмне йĕркелеме тĕллев лартнă. Заповедникăн Улатăр тата Патăрьел районĕсенчи уйрăмĕсенче çут çанталăк тусĕсене йышăнатпăр. Иккĕшĕнче те курса çÿремелли сукмак икĕ çухрăма тăсăлать. Пĕлтĕр çамрăксен ушкăнĕ Шупашкартан заповедника çитсе виçĕ кун пурăнчĕ, тĕпчев ирттерчĕ, Сăр юхан шывĕ тăрăх кимĕпе ишсе тавралăха тишкерчĕ.
- Браконьерсем тĕп лаптăкра пăшалтан персе енлĕке вĕлерни пулнă-и?
- Ун пек тĕслĕхе шута илмен. Анчах пăшаллă çынсем хÿтĕлев ункинче - Сăр юхан шывĕн айлăмĕнче - саккуна пăхăнмаççĕ. Пĕр чĕр чуна вĕлернине палăртрăмăр. Ку тĕслĕх тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Айăплине тупса палăртман-ха. Пĕлтĕр хÿтĕлев ункинче административлă йĕркене пăснăшăн 35 протокол çырнă.
- Заповедника федераци хыснинчен укçа уйăрасси лайăхланман-и?
- 1990-2005 çулсенчипе танлаштарсан лайăхланнă. Çапах та сотрудниксен ĕç укçи çав-çавах пĕчĕк. Вĕсем учрежденире çут çанталăка, суйласа илнĕ специальноçа юратнăран çеç ĕçлеççĕ.