Комментари хушас

3 Ака, 2014

Хура пăсара çеç ашкăнкалать

Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш шкулĕ кăçал республика конкурсне хутшăнса ачасене экологи пĕлĕвĕ парас, чун-чĕрене экологи туйăмĕ хывас енĕпе лайăх ĕçленĕшĕн ялти вĕренÿ учрежденийĕсен хушшинче çĕнтерчĕ.

Ачасене тавралăха юратма нумай çул вĕрентетĕп. Пирĕн шкула çулла е кĕркунне килекен хăнасем ачасем, педагогсем, ашшĕ-амăшĕ пăхса çитĕнтерекен ÿсен-тăрана курса тĕлĕнеççĕ. Вĕренекенсем тăван тавралăха тĕпчеççĕ, çуллен йывăç-тĕм лартаççĕ. Юман, хыр, лиçван хунавĕсене йĕкелпе вăрăран шкул питомникĕнче шăтарса куçарса лартма хатĕрлетпĕр.

Нумай ĕмĕр каялла Сăр юхан шывĕнчен инçе мар Мăн Чураш вырăнĕнче сĕм вăрман кашланă. Тискер чĕр чунпа вĕçен кайăк пайтах ĕрченĕ. Кунта чăвашсем килсе вырнаçсан вăрман касса, çĕре кăмăр-каптакран тасатса, сухаласа тырă акнă. ХХ ĕмĕрте районта вăрман нумай юлман. Уй-хир сарăлса пынипе пĕрлех паха тăпра шывпа çырмана пайтах юхнă. Йывăç-тĕм ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрте, колхоз садĕнче, вар-васанта вăрăран шăтса çитĕнет.

Халĕ ял таврашĕнче вăрман çук. Уй-хирте тăпра тытса юлма, шырлан пуçне пÿлме лартнă йывăçсем ял тăрăхĕн лаптăкĕн 5 процентне çеç йышăнаççĕ. Ешĕлкке сайралнăçемĕн чĕрлĕх те хухнă. Çапах та вăл çынсене савăнтармалăх пур-ха. Пĕрмай шăши шыракан тилле кирек кам та асăрхать. Шур мулкачпа хир мулкачне хутран-ситрен çеç куратпăр. Хурт-кăпшанкă йышланнăçемĕн унпа тăранакан каюрапа чĕрĕп хушăнчĕç. Хĕрлемес, чăпар, хĕрлĕ уй шăшийĕсем тата вĕсемпе тăранса пурăнакан шăши юсĕ пур çĕрте те ĕрчеççĕ. Выла юхан шывĕ хĕрринчи айлăмра - сăвăрсем, Штранкă юхан шывĕнче - хăнтăрсем, пĕвесенче ондатра йăх тăсаççĕ.

Хура пăсара кил-çуртран кайăк-кĕшĕке вăрлакалать. Айăпĕ - хамăртах: çуртран çырмана е ял таврашне ăпăр-тапăр кăларатпăр. Пăсарашăн пытанма вăл - чухах. Вĕçен кайăкран ула курак, чакак, курак, чана йышлă. Вĕсемпе тăранакан пысăк хурчка хушăнчĕ. Выçă чух вăл чăх-чĕпе те çаклатать. Ял чĕкеçĕ хухнине пÿрте, лупас-сарая карниссăр тунипе ăнлантаратпăр. Ĕлĕк утă-улăм варкăш çилпе типтĕр тесе хуралтă чÿречине çăвĕпех уçă тăратнă. Шалта чĕкеç йăва çавăрнă. Халĕ - хупă.

Иртнĕ ĕмĕрте кирек хăш фермăри выльăх тата лаша витин маччинче кăвакарчăн кăлтăртатнă. Паян - çукпа пĕрех. Çуркунне-кĕркунне ял тăрăхĕ урлă вун-вун тĕрлĕ вĕçен кайăк иртет, çывăхри уй-хирте апатланать. Сăрă чарлансем Штранкă çинче, Мăн Чураш пĕвинче пулăпа хăналанаççĕ.

Çывăхри пĕвесене юшкăн тулнăран пулă начар ĕрчет. Ылтăн тата кĕмĕл карас курăнкалать. Тахçан тинĕс пулли шутланнă тюлька ытларах. Ялтан инçерехри пĕвесенче шыв нумайрах, юшкăн сахалрах, пулă тĕсĕ, шучĕ çавнашкалах. Вĕсенче тюлькăпа тăранакан уланкă хуçаланать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.