Кĕлешмĕш хĕрринчи хурăнсем

6 Çу, 2014

Канаш районĕнчи Анат тата Тури Сурăм, Кăшнаруй ялĕсен хушшинчи вунă-вун пилĕк çухрăма тăсăлакан вăрман тăрăхне «Правда» колхоз ĕçченĕсем 40-50 çул каялла лартса килес ăрушăн пысăк ĕç тунă.

Çырма-çатрана шыв ишесрен сыхлать, кислород кăларать, ял-йыша ешĕллĕхпе савăнтарать. Кăнтăр енчен хĕвел анăçнелле пуçа çавăрса çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ çĕре, инçете, тĕсесе пăхрăм та - ума тĕлĕнмелле илемлĕ тавралăх тухса тăчĕ: кăн-кăвак тÿпе, шерепеллĕ, папакланнă, çулçă çурма ăшă кун кĕтекен шап-шурă хурăнсем, суха тăвакана кĕтекен уй-хир, йĕкел шăрши сарнă ем-ешĕл хырлăх, шыв-шурта апатланакан кайăк кăвакалсем...

Анат Сурăмра çуралса ÿснĕ, Тăван çĕр-шыва тăшманран хÿтĕлесе хаяр çапăçура йывăр аманнă хыççăн 1943 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче госпитальте куç хупнă Кĕçтук Кольцов сăвăç çак илеме савса 1937 çулта шур хут çине çапла шăрçаланă:

Çут Кĕлешмĕш хĕррине анатăп,
Валак çийĕн сывлăм пĕрĕхет.
Ак уяв пуçларĕçĕ хавассăн
Пирĕн ялăн савнă хĕрĕсем...
 

Пĕр хушă «Правда» колхоза ертсе пынă Сергей Русаковпа Кĕçтук çуркунне лапталла вылянă ял пуçĕнчи тÿремрен Кĕлешмĕше антăмăр. Вăл та çамрăксемпе айлăмра, юхан шыв хĕрринче, иртнĕ вăйăра савăннă. Юрă-кĕвĕ ахрăмĕ авкаланчăк çырмапа Чăваш халăх писателĕ Николай Терентьев çуралнă ик-виç çухрăмри Кăшнаруй ялнех çитнĕ.

Г.Иванов фермер ĕнисене шăваракан пĕве урлă каçрăмăр. «Вăл çырмана пÿлме тăм-хăйăр хысакран кăларса саккуна пăсрĕ, - терĕ Сергей Васильевич. - Патшалăхăн тивĕçлĕ органĕ ăна çырана пăсма ирĕк паман».

«Выльăха тапăрта яланах шыв кирлĕ, - калаçрăм унпа. - Унсăрăн ĕне сĕт антармасть. Фермер хĕрĕхе яхăн ĕне выльăх усрани, темиçе çынна ĕçпе тивĕçтерни аван, çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курасси çинчен калакан саккуна пăхăнманни начар».

«Эпĕ кунтан темиçе çухрăмри Пайкилт ялĕнче çуралса ÿснĕ, - сăмаха тăсрĕ Анат Сурăмра нумай çул пурăнакан ĕç ветеранĕ. - Ку - манăн тăван тавралăх. Ăна сăтăр кÿрекенсен умĕнчен куçа хупса иртейместĕп. Виçĕ çул каялла мана çак хурăнсене каснине систерчĕç. Камсем? Халĕчченех пĕлместпĕр. Ял тăрăхĕн пуянлăхне тăкак кÿнĕ пулин те сăтăрçăсене халĕчченех шыраса тупса явап тыттарман. Эпĕ усал хыпара илтсенех бензопăчкă хуçаланнă вырăна çитрĕм. Ура тупанне хуплакан пир кĕпеллĕ чăваш хĕрне-хĕрарăмне аса илтерекен шап-шурă хурăнсене тÿнтернĕшĕн питĕ тарăхрăм. Полицие, прокуратурăна пĕлтертĕм, айăплисене явап тыттарма ыйтрăм. Хăйсем патне чĕнсе илсе калаçмарĕç, яла çитсе манпа тĕл пулмарĕç, пĕр йывăçа та касман тесе хурав пачĕç».

Пĕверен каçсанах вĕрене тункати курăнчĕ. Темиçе çул каяллах каснăскер. Ик-виç çĕр метр тăвалла хăпарса çамрăк ĕшнене кĕтĕмĕр. «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре сухаламарĕç те - хурăнсем вăрăран шăтса ÿсрĕç, - аллине суллакаларĕ çулташ. - Çынсем кунта кăмпа татаççĕ, милĕк касаççĕ. Ĕлĕк тырă, ытти культура çитĕнтернĕ».

Тăватă хутлă çурт çÿллĕшне кармашакан хурăнсен хушшипе Тури Сурăм еннелле утрăмăр. Çитĕнекен йывăçсемпе юнашарах - вун-вун тунката. «Эпĕ утмăла яхăн шутланăччĕ», - хуравларĕ çут çанталăк хÿтĕлевçи.

Акă тата иккĕ. Тункатасенчен хурăн сĕткенĕ сăрхăнатчĕ. «Ахăртнех, пĕлтĕрхи кĕркунне е юр ларсан тÿнтернĕ», - сăмахларĕ çыру авторĕ. «Тăкак кÿнĕшĕн айăплисене штрафласан хурăнлăха ура ярса та пусмĕччĕç. Явап тыттарманнине кура иртĕхеççĕ», - терĕм ăна.

Вар хăмăшланчĕ, курăкланчĕ, хăях хушшипе çурхи шыв йăлтăртатать. Икĕ енчен тăпрана бульдозерпа тĕрттерсе выльăха шăварма пÿлнĕ пĕве пуçне ура ярса пусрăмăр кăна - тăватă кăвакал сывлăша çĕкленсе куçран çухалчĕ. «Пĕве темиçе çул каялла çеç тулличчĕ, - калаçрĕ ветеран. - Шыв пуçĕ урлă ан кайтăр тесе витĕр виçĕ пăрăх хунă. Вăрăсем пĕрне тракторпа турттарса кăларса тиесе кайнă».

Шыв пăрăх çурăкĕпе тăпрана юхтарса çурса аннă, пĕвене татнă. Тарăн çурăлчăка пула шыв тĕпĕнче кăна. Çулла выльăха шăвармалăх та пухăнаймĕ. Пĕве пуçĕнчен икĕ пăрăх вĕçĕ курăнать. Кукăр алăсене тупмасан вĕсене те çĕр çăтасси пур.

Телефонпа Канаш вăрманлăхĕн директорĕпе Дамир Юнусовпа çыхăнтăм. «Унти хурăнсем Канаш вăрманлăхĕн территорине кĕмеççĕ, - терĕ вăл. - Вĕсемшĕн вăрманлăх яваплă мар». Йывăçсене Кăшнаруй ял администрацийĕн пăхса тăмалла, вăрлакансене полицие тыттармалла.

Тахçан вăйлă çилпе тырă хумханнă уйри çĕнĕ икĕ ката витĕр тухса Утюг ятлă пĕве урлă каçнă чух сип-симĕс хырлăх çумĕнчи шывра тăватă кăвакал нарт-нарт турĕ те çатăл-çатăл вĕçсе хăпарчĕ, пĕве таппинелле кайса çухалчĕ. Сылтăм çыранра - тавралăх илемне яракан йăлари хытă каяш куписем. «Тахçан ялсенчен турттарса килсе тăкнă, - ăнлантарчĕ канăçсăр эколог. - Пĕвене сăнсăрлатнине республикăн Çут çанталăк министерствине çыру çырса пăхрăм. Вара ăпăр-тапăра бульдозерпа сапаласа хĕвел питтине тасатам пекки турĕç. Унтанпа татах тултарнă ав».

Хăш-пĕр çемьен саккун умĕнчи явапсăрлăхĕ тата ял администрацийĕ влаç тилхепине пушатни çак купасенчен те курăнать.

Яла кĕретĕп. Униче...
Ялах-ши ку, пахча-ши?
Ем-ешĕл йывăç çулçисем
Салам калаç ачашшăн, -

вулатăп Кĕçтук Кольцовăн «Çуралнă ял» сăввине /1941 ç./.

Анат Сурăма сăвăç ячĕллĕ урампа кĕтĕмĕр. Вăл çуралнă çурт вырăнĕнче - тахçанах урăх çемье. Хĕвелпе çуталса выртакан пуш кĕленчесем çеç яла тĕксĕмлетеççĕ. Эрехне ĕçсе янă хыççăнах вĕсене хапха урлă вăркăнтараççĕ-мĕн.

Республикăри нумай ял таврашĕнче, çырма-çатрара е çыран хĕрринче - вăрман тăрăхĕ. Унăн уссине ял çынни лайăх пĕлет. Ăна сайралатма е пĕтерме парар мар, юнашар çуллен хунав лартса хушар.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.