Арçынпа хĕрарăм

6 Çу, 2015

Cавни улталарĕ

Сывă-и? «Арçынпа хĕрарăм» страницăна питĕ юратса вулатăп. Анчах темшĕн унта арçынсем сахал çыраççĕ. Пĕр енчен эпĕ ăнланатăп вĕсене. Хăйĕн пурнăçĕ çинчен çынна каласа пама юратмаççĕ. Эпĕ те çавах. Аннерен çывăх çын çук маншăн çĕр çинче. Яла кайсан эпир унпа 3-4-шар сехет ăшшăн пуплесе ларатпăр. Вăл, 8 теçетке çула хыçа хăварнă пулин те мана паянхи кунчченех сĕнÿ-канаш парать. Мĕн тери аван вăл анне пурри! Паян вара манăн хамăн шăпам пирки вулаканăма та пĕлтерес килет.

6 Çу, 2015

Лайăх хуняма хĕр тупать...

«Телейлĕ çемьесем пурте пĕрешкел», - теççĕ халăхра. Чăнах та çапла-ши? Çак кунсенче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапашра пурăнакан Зоя Петровнăпа Иван Иванович Мартьяновсем патĕнче пултăм. Вĕсем мана питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Ĕçчен мăшăр 50 çул ытла килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăнать.

25 Пуш, 2015

Чĕрен пĕркеленчĕксем çук...

Арăмĕ упăшкинчен аслăрах пулни мăшăра телейлĕ пулма кансĕрлемест-и? Çулсем иртнĕçемĕн кун пек çемьере арçын айккине чупма пуçламасть-и? Мĕншĕн хăйĕнчен 10 çул аслă йĕкĕте качча тухакан пикене никамах та сÿтсе явмасть, çав вăхăтрах этемлĕхĕн черчен çуррийĕ хăйĕнчен пĕр теçетке çул кĕçĕнрех каччăпа «пĕр сукмакпа утма» килĕшни пирки сăмах-юмах тăватех? Кун пек чухне мĕн каласси те - куçкĕрет, халăх «çăварĕ» иккĕшне те «чĕпĕтсе» илетех.

25 Пуш, 2015

Ял сăн-сăпачĕ çулсерен улшăнать

Тăван кĕтес кашниншĕнех хаклă. Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăм вулавăшĕнче ĕçлекен Надежда Волкова хăй пурăнакан Анаткас Сурăм ял историйĕ пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать.

- Ваттисем каланă тăрăх, Анаткас Сурăм XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче пуçланса кайнă. Ял Сурăм вăрман хĕрринчи пысăк лупашкаллă вырăнта никĕсленме тытăннă. Анчах та ял çыннисене вăрă-хурахсем канăç паман, Чумак йăхĕ уйрăмах халăха пусмăрлама тăрăшнă, - каласа парать Надежда Волкова. - Çавăнпа та çынсем сăртлă вырăна куçнă.

25 Пуш, 2015

Акуç аппа

Акуç аппа 80 çул тултарать. Çамрăкрах чухне тĕлĕнетчĕ чылай çул пурăнакан çынсенчен. «Асапне те курман-тăр, чир-чĕр мĕн иккенне те пĕлмен-тĕр вĕсем», - тетчĕ. Халĕ хăй çак çула çитсен каялла çаврăнса пăхрĕ те – тĕлĕнчĕ. Хуйхи-суйхи çынсенчен те нумайрах пулнă пуль. Чир-чĕр пирки, чăнах та, аплах калаймăн.

Pages