Арçынпа хĕрарăм

8 Утă, 2014

Хыпаланма кирлех-ши?

Вăхăт чупнине хÿме тытса чараймăн, малаллах ыткăнать вăл. Тин çеç кăçал ытти çултинчен раснарах - хĕвеллĕрех те ăшăрах - килнĕ çу уйăхĕ пуçланнăччĕ. Халĕ ав çумăрлăрах та сивĕрех çĕртме те хыçа юлчĕ. Этем те хăйĕн ĕмĕрĕнче ялан васкать. Хыпкаланать, вĕткеленет, пĕтĕрĕнет, çаврăнать.

4 Çĕртме, 2014

Юрату çуркунне çеçке çурать

...Канашран Улатăра çÿрекен пуйăсран Йĕпреçре анса юлсан вăл пĕр хушă перрон çинчех тăчĕ. Тепĕр тесен кунта ăна никам та кĕтмест, çывăх тăван та, паллакан та çук унăн поселокра. Хăна çак тăрăха пуçласа килнĕ. Çавăнпа та вăл малтанлăха: «Ăçталла каймалла-ха?» - тенĕн, енчен-еннелле пăхкаланă май хăй умне 15-16 çулсенчи шкул ачи çитсе тăнине сисмен те. Липа /хĕр ачана çапла чĕнеççĕ/ аякран, сăртлă-туллă Дагестан Республикинчен килнĕ çынна «Хыпар» хаçатăн вырăнти корпунктне илсе килме ăс çитернĕшĕн ăна пĕтĕм кăмăлтан тав турăм. Çапла паллашрăм Рамазан Магомедовпа.

 

13 Çу, 2014

Илеме туякансем, ăсталăха аталантаракансем...

Чăваш ялĕ интереслĕ, пултаруллă та хăйне евĕр çынсемпе пуян. Канаш районĕнчи Çĕнĕ Юнтапари Семеновсен çурт-йĕрĕ те хуçисем пекех ыттисенчен уйрăлса тăрать. Хапхи çине вĕсем çăкăр-тăвар ÿкернĕ, "Ырă сунса кĕтетпĕр" тесе çырнă. Сылтăм енче вара пăлансем "уçăлса çÿреççĕ". Пÿрт тăрринче слон "вырăн тупнă".

13 Çу, 2014

Пуррине хаклама вĕренер

Енчен те 35-40 çулсенчи хĕрарăма çамрăклăх иртсе пыни, пурнăç ватлăх еннелле сулăнни шухăшлаттарма, тунсăхлаттарма пуçларĕ тĕк - апла унăн аслă çулсенчи йывăр тапхăр /кризис/ пуçланнă. Этемлĕхĕн черчен çуррийĕ йышĕнче çак тапхăра чун ыратăвĕсĕр ирттерекен питĕ сахал.

Pages