уявсем
Акатуя каякансем - Красноярскра
"Пӗрлӗхре - вӑй" ятпа ĕнер Красноярскри халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче ҫавра сӗтел иртнĕ. Унта çĕршывăн тӗрлӗ регионӗнчи чӑваш автономийӗсен представителӗсем хутшӑннă.
Хĕрлĕ тÿремре ачасен хорĕ концерт кăтартнă
Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре паян республикăри ачасен пĕрлехи хорĕ концерт кăтартрĕ. Унта Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Канашри тата Шупашкар районĕнчи 600 яхăн ача хутшăнчĕ. Концерта вĕсемпе пĕрле çавăн пекех Чăваш патшалăх академи симфони капелли пулчĕ. Дирижерĕ — Раççей халăх артисчĕ, симфони капеллин пултарулăх ертӳçи Морис Яклашкин.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сумлă наградăна тивĕçнĕ çемьесемпе курнăçнă
Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» ордена е «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне тивĕçнĕ çемьесемпе курнăçрĕ.
Ырăлăх сăпкинче
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 37
- 38
- 39
- 40
- 41
- 42
- 43
- 44
- 45
- следующая ›
- последняя »