Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сумлă наградăна тивĕçнĕ çемьесемпе курнăçнă

Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» ордена е «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне тивĕçнĕ çемьесемпе курнăçрĕ.

Кунашкал наградăсемпе пурĕ республикăри нумай ачаллă 30 çемьене чысланă. Орден илнисем — 9, орден медальне тивĕçнисем — 21 кил-йыш. Вĕсем — çĕршыва юрăхлă ача-пăча çуратса çитĕнтерекен, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан, общăствăра çемье институтне çирĕплетессишĕн тăрăшакан ашшĕ-амăшĕ. Ятлă-сумлăскерсем Чăваш Енре çемье статусне çÿле çĕклеме, наци-культура йăлисене анлă сарма, çемье воспитанийĕн никĕсĕсене ламран лама упраса пыма тÿпе хываççĕ.

Кăçалхи çула республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртни те ăнсăртран мар: кашни çын пуласлăхĕ — вăл мĕнле çемьере воспитани илнинчен, çĕршыв малашлăхĕ вара — çемьесем мĕн таран çирĕп пулнинчен килет. Çавăнпах патшалăх политики çемьесене, ачасене социаллă хÿтлĕх кÿрес, нумай ачаллă кил-йышсене çăмăллăхсемпе пулăшас тĕллевлĕ. Михаил Игнатьев «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден е орден медалĕ илнисемпе çавра сĕтел хушшинче, ушкăнпа пĕрле чей ĕçнĕ май тĕл пулассин тĕллевĕ те нумай ачаллăскерсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланасси, вĕсене хумхантаркан ыйтусене илтесси пулнине палăртрĕ.

Йышлă çак çемьесенчен кашни общество пурнăçĕнче те хастар пулнăран «çавра сĕтелри» ыйтусенчен ытларахăшĕ вырăнти халăхăн пĕрлехи нушинех палăртрĕ. Акă Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра пурăнакан Фания Бурчаклы ялĕнчи пĕр урамри çула йĕркене кĕртесшĕн.

Любовь ФЕДОРОВА, 4 ача амăшĕ (Куславкка районнчи Кунер ялĕ):

- Мăшăрăмпа сумлă наградăна - «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне - икĕ çул каялла тивĕçрĕмĕр. Чăн та, çакнашкал ят-сум пире мăнаçлантарать кăна мар, яваплăха та туйтарать. Пирĕн ыттисене те çемье хаклăхĕсене тĕпе хурса пурăнма вĕрентмелле. Ку енĕпе пире, пĕр енчен, çăмăл та - мăшăрпа иксĕмĕр те мĕн вĕренсе пĕтернĕренпех вырăнти культура çуртĕнче ĕçлетпĕр, тăван халăхăн ĕмĕртен упранса пынă пуянлăхĕ, çемьери ырă йăласем ан иксĕлччĕр тесе тăрăшатпăр. Хамăрăн ачасемпе мăнуксем пурнăçри хаклăхсене уяма пирĕнтен вĕренсе пырасса шанатпăр.

  • Республикăра нумай ачаллă çемьесем йышлансах пыраççĕ. 2011 çулпа танлаштарсан вĕсем халĕ 38,7 процент нумайрах, 2017 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне — 11526 çемье. Хальхи вăхăтра çуралакан кашни пиллĕкмĕш ача йышлă çемьере кун çути курать.
Ирина ИВАНОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас