Чăваш Ен уява хатĕрленет

2 Çĕртме, 2017

Кăçал Республика кунне Шупашкар хулинче тата Пăрачкав районĕнче паллă тума йышăннă. Уяв мероприятийĕсене йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене йĕркелÿ комитечĕн Иван Моторин ертсе пынă канашлăвĕнче сÿтсе яврĕç.

Уявăн тĕп лапамĕ, паллах, Шупашкар пулса тăрать. Тĕп хулара республика пĕлтерĕшлĕ меропри-ятисем кăна мар, çĕршыв шайĕнчисем те иртĕç. ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова пĕлтернĕ тăрăх — çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă X «Раççей регионĕсем — аталанăвăн çĕнĕ майĕсем» экономика форумне хутшăнассине хальлĕхе Раççейри 15 суб˜ект тата ют çĕршывсен представителĕсем çирĕплетнĕ. Пĕтĕмпе 1 пин ытла йыхрав янă, çавна май йыш тата та хушăнма пултарать. Форум хăнисене Чăваш патшалăх оперăпа балет те-атрĕн нумай функциллĕ залĕнче тата Наци библиотекинче йышăнма хатĕрленеççĕ. Программăра тĕп вырăнта — Раççейри тата ют çĕршывсенчи компанисен, банксен, эксперт пĕрлĕхĕсен, патшалăх влаç органĕсен представителĕсемпе йĕркелекен «çавра сĕтел». Кунсăр пуçне Раççей тĕревĕ тата Стратеги пуçарăвĕсен агентстви наци предпринимателĕсен «Бизнес-ăнăçу» премине парас ĕç-хĕле йĕркелессине пĕлтернĕ. Унта федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем хутшăнĕç.

23-25-мĕшĕсенче йăлана кĕнĕ йĕркепе «Контур» суту-илÿ комплексĕнче XXIV регионсен хушшинчи «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав иртĕ. Выставкăна хутшăнма кăмăл тунисенчен 98 заявка йышăннă. Уява фейерверксен фестивалĕ вĕçлĕ. Вăл Шупашкарта кăçал вуннăмĕш хут иртет. Унта хальлĕхе çĕршыври пилĕк пиротехника компанийĕ хутшăнасси паллă.

Республика кунĕнче ирттерме палăртнă культура мероприятийĕсем çинчен ЧР культура министрĕ Константин Яковлев каласа кăтартрĕ. Çирĕпленнĕ йăлапа уявăн тĕп лапамĕ кăçал та Хĕрлĕ тÿрем пулĕ, мероприятисен пысăк пайне çавăнта йĕркелесе ирттерме палăртнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх — «Раççей çăл куçĕсем» фестивале 50 ытла регионти 65 коллектив хутшăнĕ. Вĕсем тĕп хулари парксемпе урамсенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Раççейри ачасен пĕрлештернĕ хорĕ кăçал Шупашкарта пĕрремĕш хут Анне палăкĕ патĕнче юрлĕ. Унта чăваш ачисен хорĕ те хутшăнĕ. Пĕтĕм чăвашсен пиллĕкмĕш Акатуйне çĕртме уйăхĕн 25-мĕшне куçарма йышăннă. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Акатуя çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн ирттернине шута илсе унта çĕр ĕçченĕсене ытларах явăçтармаллине палăртрĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алла Салаева пĕлтернĕ тăрăх — тĕп хула Республика кунне уявлама хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Хулари çулсене юсаççĕ, урамсене чечексемпе, чăвашла тата вырăсла çырнă баннерсемпе, саламсемпе илемлетеççĕ. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне, Алла Салаева çирĕплетнĕ тăрăх, Шупашкар палламалла мар улшăнса капăрланĕ. Çавăн пекех тахçанхи йăла-йĕркене тытса пырса кăçал та уяв кунĕнче çĕнĕ социаллă объектсене — Çĕнĕ хула тата Сад микрорайонсенче икĕ садик, Мускав кĕперĕн пĕр пайне, юсаса çĕнетнĕ пляж — уçма палăртаççĕ. Пĕтĕмпе Республика кунне паллă тунă кунсенче тĕп хулара 120 ытла мероприяти иртĕ.

Пăрачкавсем те уява хĕрсех хатĕрленеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Евгений Лебедев пĕлтернĕ тăрăх — Республика кунне паллă тума хатĕрленсе Пăрачкавра экологи субботникĕсем ирттернĕ, Шкул тăкăрлăкĕнчи тата Октябрь урамĕнчи çулсене юсанă. Кунта та уяв кунĕсенче вун-вун мероприяти иртĕ, вĕсем ачасемшĕн те, çитĕннисемшĕн те кăсăклă тата усăллă пулассине палăртрĕ.

Йĕркелÿ комитечĕн канашлăвне хутшăннисем уява ăнăçлă йĕркелесе ирттерме пулăшакан сĕнÿсем пачĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев Республика кунĕччен вăхăт нумай юлманнине шута илсе хатĕрленÿ ĕç-хĕлне хăвăртлатмаллине палăртрĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.