Хĕрлĕ тÿремре ачасен хорĕ концерт кăтартнă

24 Çу, 2017

Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре паян республикăри ачасен пĕрлехи хорĕ концерт кăтартрĕ. Унта Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Канашри тата Шупашкар районĕнчи 600 яхăн ача хутшăнчĕ. Концерта вĕсемпе пĕрле çавăн пекех Чăваш патшалăх академи симфони капелли пулчĕ. Дирижерĕ — Раççей халăх артисчĕ, симфони капеллин пултарулăх ертӳçи Морис Яклашкин.

Раççейре çветтуй Кириллпа Мефодие ытларах чиркӳ енĕпе чысланă. Вĕсем тăххăрмĕш ĕмĕрте тунă ĕçсене пуç тайса халăх çурта лартнă, кĕлĕ вуланă. Ĕмĕрсем иртнĕ, анчах çырулăхпа культурăна аталантарас тĕлĕшпе палăрнă çветтуйсем манăçа тухман. Çак кун — çу уйăхĕн 24-мĕшĕ — Славян çырулăхĕпе культурин кунĕ.  Вăл — 1991 çултанпа — патшалăх шайĕнчи уяв.

Чăваш Енре çак кун çулленех Кириллпа Мефодие асра тытса тĕрлĕ мероприяти — уçă уроксем, конференцисем, хуласемпе ялсенче халăх уявĕсем — иртеççĕ. Кăçалхи вара кăшт уйрăларах тăчĕ: Хĕрлĕ тӳремре пĕрремĕш хут республикăри ачасен пĕрлехи хорĕ концерт кăтартрĕ.

Мерприятие, «Пирĕн вăй пĕрлĕхре» ятпа иртнĕскере, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çитсе курчĕ. Михаил Васильевич çамрăк ăрăва — малашлăх хуçисене, ăнăçу, çемье, культура пахалăхĕсене упрама сунчĕ, пирĕн вăй пĕрлĕхре пулнине палăртрĕ. «Эсир ыранхи куна шанчăкпа кĕмелле пултăр тесе эпир, аслисем, пĕтĕмпех тăватпăр», — терĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас