Надежда СМИРНОВА. Сap.ru порталти сăн ÿкерчĕксем.

24 Çу, 2017

Хĕрлĕ тÿремре ачасен хорĕ концерт кăтартнă

Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре паян республикăри ачасен пĕрлехи хорĕ концерт кăтартрĕ. Унта Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Канашри тата Шупашкар районĕнчи 600 яхăн ача хутшăнчĕ. Концерта вĕсемпе пĕрле çавăн пекех Чăваш патшалăх академи симфони капелли пулчĕ. Дирижерĕ — Раççей халăх артисчĕ, симфони капеллин пултарулăх ертӳçи Морис Яклашкин.