уявсем

3 Çурла, 2017

Супăнь хăмпи вĕçрĕ

Иртнĕ канмалли кунсенче çанталăк та аван тăчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Тĕкĕрçĕ ращинче вара супăнь кăпăкĕ вĕçтерекенсем тĕлĕнмелле шоупа савăнтарчĕç.

Ача-пăча тĕнчине лекмешкĕн аслисем те хавас, ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем те йышлăн пухăнчĕç. Ятарласа килнĕ асамçă Аннабубльгейм çав куна чăн-чăн уява çавăрчĕ. Конкурссем йĕркелесе парнесем выляттарчĕç, кăсăклă флешмоб, концерт та килĕшрĕç.

2 Çурла, 2017

Шупашкарта тĕрĕк халăхĕсен фестивалĕ иртет

Çурла уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче Шупашкара карачай, балкар, нухай, кумык, пушкăрт, тутар, казах тата ытти халăх çыннисем "Раççейри тĕрĕксем" ятпа иртекен çĕршыври фестивале пуçтарăнмалла.

2 Çурла, 2017

Десантниксене халалласа

Паян — Сывлăш-десант çарĕсен кунĕ. Уява Раççейре кăçалхипе 87-мĕш хут палăртаççĕ. Десантниксене халалласа Шупашкарти «Победа» Мемориал комплексĕ умне чечек кăшăлĕ хураççĕ. Каярахпа уяв Хĕрлĕ лапамра малалла тăсăлать. Çавăн пекех тĕп хулари аэроклубра Уçă алăксен кунĕ иртет. Сывлăш-десант çарĕнче хĕсметре пулнисене юрă-кĕвĕпе савăнтарĕç, ăмăртусем йĕркелĕç.

 

26 Çĕртме, 2017

Чăваш Енĕн çуралнă кунне Красноярскра та уявланă

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче тăван республикăмăр хăйĕн черетлĕ çуралнă кунне шавлăн та савăнăçлăн паллă турĕ. Çав вăхăтрах Красноярск тăрăхĕнчи йăхташăмăрсем те Чăваш Енпе пĕрле савăннă.

Pages