Шупашкарта тĕрĕк халăхĕсен фестивалĕ иртет

2 Çурла, 2017

Çурла уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче Шупашкара карачай, балкар, нухай, кумык, пушкăрт, тутар, казах тата ытти халăх çыннисем "Раççейри тĕрĕксем" ятпа иртекен çĕршыври фестивале пуçтарăнмалла. Интерактивлă мелпе йĕркелекен уяв Лакрей вăрманĕнче, А.Г. Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче, "Салют" культура керменĕ умĕнче тата ытт хăш-пĕр вырăнта пулĕ. Тĕп мероприятисем çапах та Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре иртмелле.

Хĕрлĕ тÿремре фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçĕç, Раççейри пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕсене те унта кăтартĕç. Хăнасем Тутарстанран, Пушкăртстанран, Кабарда-Балкар Республикинчен, Калмăк Республикинчен, Мордваран, Омскран, Алтай крайĕнчен, Аçтăрхан, Оренбург, Пенза, Самар, Челябинск облаçĕсенчен килсе çитмелле. Тĕрĕк халăхĕсен Раççей культуринчи вырăнĕ пирки "çавра сĕтел" ирттерсе калаçмалла.

www.hypar.ru

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас