Уяв

3 Раштав, 2014

Купăстана чысласа

Йăлана кĕнĕ тăрăх пахча ĕçĕсем вĕçленсен республикăра çулсерен купăста фестивальне йĕркелеççĕ. Кăçал вăл Шупашкарта иртрĕ. Унта ватти-вĕтти хутшăнчĕ, юрласа-ташласа савăнчĕ.

22 Чÿк, 2014

Авторсемпе пĕрле паллă турĕ

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательстви çуралнă кунне паллă турĕ - Чăваш Республикинчи чи ватă предприятисенчен пĕри 94 çул тултарчĕ. Издательствăна уявпа саламлама Е.Ф.Васильева, Н.Г.Иванова, Т.В.Артемьева, Е.Н.Жачева, Ю.М.Виноградов, Е.А.Мулюкова, Р.И.Гурьева, О.И.Печников, Г.А.Максимов, Н.П.Петров /Ишентей/, А.А.Тарасов, М.З.Захаров /Мерчен/ авторсем, И.В.Алексеев, Н.А.Васильева, С.А.Бритвина, З.И.Чернова художниксем килчĕç.

22 Чÿк, 2014

Юрă уявĕнчен Акатуя çити

Чăваш Енре юрă уявĕсене хăçан паллă тума пуçланă?

Н.ЗИНОВЬЕВА.

Тăвай районĕ.

Юрă уявĕсем - халăх хутшăнса ирттерекен пĕр кунлăх уявсем. Пирĕн республикăра вĕсене Акатуй уявĕн йăлисене никĕсе хурса 1953 çултанпа йĕркелеççĕ. Вĕсене ирттермешкĕн XX ĕмĕрти 30-40-мĕш çулсенчи искусствăсен /халăх пултарулăхĕн/ олимпиадисен, çавăн пекех Балтика тăрăхĕнчи республикăсенчи наци юрă уявĕсен тĕслĕхĕпе усă курнă. Унта та тĕп вырăнта нумай пинлĕ пĕрлештернĕ хор пулнă.

20 Чÿк, 2014

Асамлă юрă-кĕвĕ тĕнчинче

Иртнĕ эрнере 13-мĕшĕнче Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче «Павлов кунĕсем» пуçланнă. Республикăмăрти çак сумлă вĕренÿ заведенийĕ 85 çул тултарнине халалланă музыка пĕлĕвĕпе юрă-кĕвĕ уявĕ декабрĕн 12-мĕшĕчченех пырĕ.

13 Чÿк, 2014

Яваплăха туйса, çынлăха çухатмасăр

«Вăйлă пулни, яваплăха туйни кăна çителĕксĕр, йĕркелĕх хуралçишĕн çынлăх та кăтартуллă пулмалла», - çапларах палăртнă Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕренекен Настя Сусметова ЧР Шалти ĕçсен министерствин общество канашĕ йĕркеленĕ конкурса хутшăнса çырнă сочиненийĕнче.

Pages