Уяв

29 Кăрлач, 2015

Чиркÿ праçникĕсем

Чиркÿ уявĕсем / Çăварни, Мăнкун.../ кăçал хăш кунсене килеççĕ?

Н.СЕВЕРОВА.

Комсомольски районĕ.

Февралĕн 16 - 22-мĕшĕсем - Çăварни эрни. Февралĕн 23-мĕшĕнче Аслă типĕ пуçланать. Кăчкă праçникĕ /Вербное воскресенье/ - апрелĕн 5-мĕшĕнче. Мăнкуна православи тĕнне уявлакансем апрелĕн 12-мĕшĕнче паллă тăвĕç. Троица - майăн 31-мĕшĕнче.

24 Кăрлач, 2015

Çивĕч калем ăстисем

Январĕн 17-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Ытти çулхинчен ăна кăçал хăйне майлăрах, илемлĕрех йĕркеленĕ. Чи малтан Сăмах вăйĕ, унăн пĕлтерĕшĕ пирки калаçу пулчĕ. Чăн та, сăмахра пысăк вăй-хăват пытаннă.

16 Кăрлач, 2015

Хăйсен уявĕнче те канаймарĕç

Артист хăçан канать? Тĕрĕссипе, пур-ши унăн çакăн валли вăхăт? Эпир, акă, Çĕнĕ çул хыççăн вунă кун ытла ĕçе çÿремерĕмĕр. Артистсем вара ача-пăчана капăр чăрăш тавра ташлаттарса савăнтарчĕç, халап-юмахпа тĕлĕнтерчĕç.

13 Кăрлач, 2015

Пакунлă Юрпикесем

Мĕнешкел парнесемпе килнĕ те - прокуратура ĕçченĕсем ачасемшĕн чăннипех Юрпике вырăнне пулчĕç. Республика прокуратурин ĕçченĕсем йăлана кĕнĕ йĕркепе Çĕнĕ çул ячĕпе Кÿкеçри ачасен интернат çуртĕнче пулчĕç.

Pages