Уяв

26 Нарăс, 2015

Çуллă икерчĕ, капăрлатнă янаварсем...

- Çăварни! Çăварни çитрĕ тинех! - шуйхашаççĕ Хутар клубĕ умĕнче пухăннă ачасем. Мĕн тери савăнăç ĕнтĕ вĕсемшĕн. Çуллă икерчĕ, капăрлатнă янаварсем... Тата мĕн ырри пултăр-ха ача-пăчашăн/

Чăваш йăли-йĕркине упрамашкăн ял халăхĕ кашни çулах тăван халăх уявĕсене тĕплĕн хатĕрленсе ирттереççĕ. Çăварни те вĕсен шутĕнче.

19 Нарăс, 2015

Сретени тата Çaварни

Февралĕн 15-мĕшĕнче Сретени уявĕ иртрĕ.

Мĕне пĕлтерет-ха вăл? Уяв Евангелипе - Çĕнĕ Халалпа, Христосăн çĕр çинчи пурнăçĕпе тÿрремĕнех çыхăннă.

Библи тăрăх Моисей саккунĕпе /Лев.12/ ачана çуратнă хыççăн хĕрарăмăн 40 кун чиркĕве кĕме юраман. Хĕрĕх кунран амăшĕн арçын ачана чиркĕве илсе кайса Турă умне тăмалла пулнă, Турăран пил, тасалăх ыйтнă.

30 Кăрлач, 2015

Улăпсене тивĕçлипе хакласчĕ

К.Пайраш, П.Осипов /сулахайран иккĕмĕшĕ/ Мĕтри Ваçлейĕ, Н.Евдокимов. Иртнĕ ĕмĕрĕн варринче ÿкернĕ.

Литература çулталăкĕ Чăваш Енре пурăнакансемшĕн чăннипех асра юласса, тухăçлă иртессе питĕ шанас килет. Çапах та çыравçăсем хăйсемшĕн мел­лĕ самантпа усă курĕç-ши. Çак кунсенче Шупашкарти Литература музейĕнче Чăваш халăх писателĕ, ЧАССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Петр Осипов çуралнăранпа 115 çул çитнине паллă тума пуçтарăннă йышпа курнăçнă май çакăн евĕр иккĕленÿллĕ туйăмсем йă­шăлтатса илчĕç чунра. Чăвашра писательсем 300 ытла, союзĕ виççĕ таран, тĕлпулура вара пит курăнсах та каймарĕç. Тĕп хулари 10-мĕш шкулта 3-мĕш класра вĕренекенсем Литература музейĕн путвалĕнчи пысăках мар залăн çурри ытла пайне йышăнчĕç. Вĕсем килмен е вĕсене илсе килмен пулсан. Тĕрĕссипе, çав шайри таланта путвалта чысламаллаччĕ-и. Писатель-драматург çеç мар, чăваш театрĕн пĕрремĕш артисчĕсенчен пĕри, çавăнпа пĕрлех паллă тухтăр, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ, хăй вăхăтĕнче ЧАССР сывлăх сыхлавĕн министрĕ пулнă çын, ман шухăшăмпа, пысăкрах сума тивĕçчĕ ĕнтĕ.

30 Кăрлач, 2015

Ăста та пултаруллисем кирек ăçта та кирлĕ

Юрă-кĕвĕ енчен пирĕн халăх питĕ пултаруллă. Уяв çук чухне те кирек мĕнле уяв туса хăйĕн чунне хăпартлантарма пултарать. Эстрадăна кăмăллать, ĕлĕкхи-авалхи юрăсене манмасть, вĕсен ĕмĕрне малалла тăсать. Тутар Республикинчи чăваш ялĕсене илес пулсан - кашнийĕнче ансамбль пур. Пĕрре кăна та мар-ха.

Pages