Комментари хушас

19 Нарăс, 2015

Сретени тата Çaварни

Февралĕн 15-мĕшĕнче Сретени уявĕ иртрĕ.

Мĕне пĕлтерет-ха вăл? Уяв Евангелипе - Çĕнĕ Халалпа, Христосăн çĕр çинчи пурнăçĕпе тÿрремĕнех çыхăннă.

Библи тăрăх Моисей саккунĕпе /Лев.12/ ачана çуратнă хыççăн хĕрарăмăн 40 кун чиркĕве кĕме юраман. Хĕрĕх кунран амăшĕн арçын ачана чиркĕве илсе кайса Турă умне тăмалла пулнă, Турăран пил, тасалăх ыйтнă.

Иисуса та çĕр çинчи амăшĕпе ашшĕ, Марийăпа Иосиф, 40 кунран чиркĕве илсе каяççĕ. Унта вĕсене Симеон ятлă ватă кĕтсе илет. Симеон Библири Исай кĕнекине еврей чĕлхинчен грекла куçарнă чухне Çăлавçă таса Хĕртен çуралнинчен иккĕленсе чиркĕве каять. Унта ангел Симеон иккĕленнине курса, "Çăлавçăна хăйĕн куçусемпе курмасăр та вилеймĕн", - тесе калать. 300 çула яхăн пурăнать Симеон Çăлавçă çураласса кĕтсе. Иисуса Турă умне илсе тухнă кун Симеон ачана тытса çапла калать, "Халĕ хăвăн чуруна канлĕхе ярсам Çÿл Хуçа, Сан сăмахупа эпĕ Санăн çăлăнăçа, Çăлавçăна куçăмсемпе куртăм..."

Сретени Кивĕ Халалпа /Ветхий Завет/ Çĕнĕ Халал тĕп пулнине, малалла кивви çĕннине - Туррăн чи таса та тĕрĕс саккунĕсене çул панине символлать. Туррăн çак ирĕкне пурнăçлаканĕ Иисус Христос пĕтĕм тĕнчешĕн юрату, çăлăнăç илсе килнине палăртать.

Çăварни кăçал Сретени хыççăнах килч.. Халĕ çăварни эрни пырать. Çак уяв вара Библипе пачах та çыхăнман темелле. Авал ăна çуркуннехи кунпа çĕр танлашнă вăхăтра уявланă. Çăварни эрнинче хĕвел çу енне çаврăннипе, хĕл иртсе пынипе савăннă, çуллă çÿхе икерчĕсем пĕçерсе пĕр-пĕрне сăйланă. Сивве, хаярлăха сивлесе катемпие çунтарни хаяр хĕлпе сывпуллашса çĕнĕ çуркуннене кĕтсе илнине пĕлтернĕ. Авалрах çĕнĕ çула нумай халăх шăпах çак тапхăрта кĕтсе илнĕ те.

Халĕ Çăварнине Аслă Мăнкун типпи пуçланас умĕнхи эрнере уявлаççĕ. Çăварни эрни каçару вырсарний.пе вĕçленет. Çав кун тус-юлташран, тăван-пĕлĕшрен каçару ыйтаççĕ. Хăвăнтан каçару ыйтакан пулсассăн хирĕç каçару ыйтма юрать. Тунтикунтан Аслă типĕ пуçланать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.