Çуллă икерчĕ, капăрлатнă янаварсем...
- Çăварни! Çăварни çитрĕ тинех! - шуйхашаççĕ Хутар клубĕ умĕнче пухăннă ачасем. Мĕн тери савăнăç ĕнтĕ вĕсемшĕн. Çуллă икерчĕ, капăрлатнă янаварсем... Тата мĕн ырри пултăр-ха ача-пăчашăн/
Чăваш йăли-йĕркине упрамашкăн ял халăхĕ кашни çулах тăван халăх уявĕсене тĕплĕн хатĕрленсе ирттереççĕ. Çăварни те вĕсен шутĕнче.
- Çак уява эпĕ кашни çулах чăтăмсăррăн кĕтетĕп, кăçал та çавах. Анне тул çутăлнă-çутăлман тĕпелтен тутлă икерчĕ шăрши кăларать. Эпĕ те ирех тăратăп, урамра хăюсемпе, хăмпăсемпе, шăнкăравпа илемлетнĕ утсем чупа пуçласассăнах унта васкатăп. Вара юлташсемпе çуна хыçне çунашкасем кăкарса яратпăр та ял клубĕ умне пурте пуçтарăнатпăр. Пире клуб ĕçченĕсем тутлă икерчĕпе хăналаççĕ, - савăнăçлăн каласа парать тăваттăмĕш класра вĕренекен Настя Данилова.
Утсем хатĕр. Икерчĕпе сăйлансан уявăн савăнăçлă пайĕ пуçланать ĕнтĕ. Клуб ĕçченĕсем концерт лартаççĕ, тĕрлĕ ăмăрту, конкурс ирттереççĕ. Çĕнтерÿçĕ-сене парнесемпе саламлаççĕ. Унтан вара "çăварни карчăкне" çунтарса çулталăкĕпех сывлăхлă пулма, усала сирме ыйтаççĕ. Питĕ савăнăçлă иртрĕ Хутар салинчи çăварни.
Кристина БАЙБАТОРОВА.