Уяв

27 Раштав, 2014

Чăваш Митрополийĕн пуçлăхĕ, Шупашкарпа Чăваш Ен Митрополичĕ Раштавпа саламлани

Турра юратакан чунсен кĕтÿçисене, таса та тÿрĕ пурăнакан манахсене, Чăваш Митрополийĕн, Шупашкарпа Чăваш епархийĕн, Чăн тĕне тытакан Вырăс Чиркĕвĕн Турра ĕненекен мĕнпур ачисене

Мухтав Çÿлти Турра, çĕр çине канăçлăх килчĕ, çынсене ырăлăх çитрĕ.

23 Раштав, 2014

Çутăпа ăшăсăр пурнăç çук

Энергетиксем професси уявне паллă турĕç

"Профессипе эпĕ хам та энергетик вĕт..." - ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн салам сăмахне çапла каланинчен пуçларĕ те - декабрĕн 22-мĕшĕнче, Энергетик кунĕнче, вăл шăпах энергетиксемпе курнăçни пĕртте ăнсăртран мар.

9 Раштав, 2014

Раççей мăнаçлăхĕн кунĕ

Паян - Паттăрсен кунĕ. Çак кун Совет Союзĕн Геройĕсене, Раççей Геройĕсене, Çветтуй Георгий орденĕн тата Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсене чыслаççĕ.

Революциччен декабрĕн 9-мĕшĕнче Çветтуй Георгий Çĕнтерÿçĕ орденне тивĕçнисене хисеп тунă. Вăл - тăватă степеньлĕ награда. Пĕрремĕш степень ыттисенчен сумлăрах. Октябрьти революци хыççăн асăннă наградăна пăрахăçланă. Вăл 2000 çулта тин Раççей Федерацийĕн Президенчĕн çав çулхи августăн 8-мĕшĕнчи Хушăвĕпе çарăн аслă наградин пĕлтерĕшне илнĕ.

5 Раштав, 2014

Çĕр хут кĕпе тăхăннă...

Ăна пирĕн эрăчченех Китайпа Пиреней çурутравĕнче çитĕнтернĕ. Иберирен вăл Египета, Грецие, Рима çитнĕ. Авалхи Греци философĕ, математикĕ Пифагор çирĕплетнĕ тăрăх - купăста организма вăй, лăпкăлăх кÿрет, кăмăла çĕклет, ывăннине, пуç ыратнине ирттерет, нерв тытăмне çирĕплетет.

4 Раштав, 2014

Сар чечек те тунсăхлать - ăшă çумăр çумасан, Шкул ачи те тунсăхлать - «Тантăш», «Тетте» пулмасан...

Декабрĕн 2-мĕшĕнче Муркашри Культура çуртĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн Кунĕ иртрĕ. 16 хаçат-журналта ĕçлекен журналистсем халăх умне тухса хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç.

Pages