Çĕр хут кĕпе тăхăннă...

5 Раштав, 2014

Ăна пирĕн эрăчченех Китайпа Пиреней çурутравĕнче çитĕнтернĕ. Иберирен вăл Египета, Грецие, Рима çитнĕ. Авалхи Греци философĕ, математикĕ Пифагор çирĕплетнĕ тăрăх - купăста организма вăй, лăпкăлăх кÿрет, кăмăла çĕклет, ывăннине, пуç ыратнине ирттерет, нерв тытăмне çирĕплетет. Тĕпчевçĕ чылай çул хĕреслентерсе купăстан çĕнĕ тĕсне кăларнă.

Авалхи Рим çыннисем те кăмăлланă ăна. Пуçлинчен тытăнса броколли сорт таранах туса илнĕ. Марк Порций Катон политика деятелĕ, çар пуçĕ тата писатель «Çĕр ĕçĕ» трактатĕнче çапла çырнă, «Организма вăл мĕнпур чиртен тасатать».

Çĕр улмине "иккĕмĕш çăкăр" тетпĕр, купăстана вара лаптăкра тĕп вырăн йышăннăран халăх вун-вун çул каяллах пахча çимĕç патши теме йышăннă. Ăна ахальлĕн упрама та, тăварласа е йÿçĕтсе хĕл каçарма та пулать. Кулинари ăстисем унран çĕр улми пекех тĕрлĕ апат хатĕрлеççĕ.

Чăваш Енре çак çимĕçе иртнĕ ĕмĕрте пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем пысăк лаптăксенче çитĕнтерсе нумай тупăш илнĕ. Хальхи вăхăтра ку енĕпе фермерсем хастарлăх кăтартаççĕ. Куславкка районĕнчи Василий Семенов хуçалăхĕн ырă ячĕ республика тулашĕнче те сарăлчĕ. Вăл пуçарнипе Чăваш Енре темиçе çул Купăста фестивалĕ ирттереççĕ. Кăçал уяв пĕлтерĕшне ÿстерме ЧР Ял хуçалăх министерстви, «Агро-Инновацисем» ХУП Апат-çимĕç фончĕ, «Россельхозбанк» АУОн Чăваш Енри филиалĕ пулăшрĕç.

Ноябрĕн юлашки шăматкунĕнче Шупашкарăн Николаев космонавт урамĕнчи ял хуçалăх таварĕсен пасарĕнче пахча çимĕç патшин черетлĕ уявĕ иртрĕ. Çынсем кунта ирех республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ачасем, аслă ÿсĕмрисем йышлă пынă. Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕре пурăнакан Тамара Тимофеева конкурса хутшăнма купăста çулçипе капăрлатнă тум тăхăннă. Ыттисенчен уйрăлса тăнăран куçа аякранах илĕртет. Пĕрисем тÿлевсĕрех сĕнекен салат тутине астивсе палăртаççĕ, теприсем пысăк тухăç шантаракан вăрлăх туянаççĕ, виççĕмĕшсем республикăри шкул ачисемпе çамрăксем купăста çинчен юмах-халап хайласа хатĕрленĕ ÿкерчĕксене вырнаçтарнă стенд умне кĕпĕрленнĕ. Мĕн тĕрлĕ сăнар çук пулĕ! Пурне те «çĕр хут кĕпе тăхăннă» çимĕçе халалланă, кăсăк сюжетсемпе пуянлатнă. Кашни çамрăк авторăн пултарулăх конкурсĕнче мала тухас килет-çке!

 

ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Ирина Кошкина, Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçин çумĕ Николай Федотов, ХФХ пуçлăхĕ Василий Семенов фестивале уçнă май республикăра купăста туса илессине, унăн пĕлтерĕшне, уява пысăк хак пачĕç. Унтан пултарулăх конкурсĕн çĕнтерÿçисене хавхалантарчĕç. В.Семенов хресчен-фермер хуçалăхĕн тĕп агрономĕ Зоя Павлова АПК аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хутне тивĕçрĕ.

Юрă-ташă ăстисем сцена çинчен кунĕпех анмарĕç. Кĕвĕ-çемĕ илемĕпе конкурс хыççăн конкурс иртрĕ. Уяв хыççăн купăста пĕлтерĕшĕ татах ÿсессе, халăх ăна ытларах туянса апат-çимĕçре усă курасса шанас килет.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

 

Рубрика: 
Теги: