Чăваш Митрополийĕн пуçлăхĕ, Шупашкарпа Чăваш Ен Митрополичĕ Раштавпа саламлани

27 Раштав, 2014

Турра юратакан чунсен кĕтÿçисене, таса та тÿрĕ пурăнакан манахсене, Чăваш Митрополийĕн, Шупашкарпа Чăваш епархийĕн, Чăн тĕне тытакан Вырăс Чиркĕвĕн Турра ĕненекен мĕнпур ачисене

Мухтав Çÿлти Турра, çĕр çине канăçлăх килчĕ, çынсене ырăлăх çитрĕ.

Турăра тăракан юратнă çыннăмсем, Турра юратакан кĕтĕвĕм, аттемĕрсем, таса пурнăçлă манахсем, хаклă тăванăмсемпе аппамăрсемпе йăмăкăмăрсем!

Эй Турра юратакан кĕтĕвĕм, сире эпĕ Туррăн Ывăлĕ пире, çылăхлă çынсене, çăлас тесе çĕр çине тĕлĕнмелле ÿтленсе килнĕ те Çуралнă кун ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Çакă таса каç çуралнă Турă ячĕпе савăнатпăр, шухăшăмăрсемпе эпир çăлтăрçăсемпе тата кĕтÿçĕсемпе пĕрле Турă-Ача, Христос, çуралнă Вырăн умĕнче тăрса Ангел каланă çакă сăмахсене илтетпĕр, «Ан хăрăр! Халь эпĕ сире мĕнпур çынсемшĕн те пулакан пысăк савăнăç çинчен пĕлтеретĕп, Давид хулинче Çăлакан Иисус Христос Турă çуралчĕ» /Лук. 2,10/.

Авалхи Сăмах саманинчи этемлĕх Турă çĕр çинче Хăйĕн мухтавлăхне кăтартасса кĕтнĕ. Малтанхи Евангелийĕн ырă хыпарĕ часах вырăна килеймен-ха. Чи малтанхи аттемĕрсене, Адампа Евăна, Мессия килесси çинчен каланăранпа вăхăт пилĕк пин çул ытла иртнĕ. Юлашкинчен, екки çитсен, Вифлеемăн тĕттĕм çĕрĕнче, кĕтÿçĕсем Ангел юррине илтеççĕ, «Мухтав Çÿлти Турра, çĕр çине канăçлăх килчĕ, çынсене ырăлăх çитрĕ». Ку вăл Турă ÿтленсе килнин паллийĕ пулнă. Çапла вара этемлĕх Пĕлĕтпе каллех килĕшÿ тупнă, пире Христосра тăрса пĕр халăх пулма чĕнсе илнĕ. Исаия Пророк, çапла пулассине авалах курса, çапла каланă, «Пирĕншĕн Ача çуралчĕ, пире Ывăл панă, Унăн вăй-хăвачĕ Унăн хулпуççийĕ çинчех» /Ис. 9,6/. Вифлеемри ту хушăкĕ Чĕрĕ Туррăн çĕр çинчи малтанхи вырăнĕ пулса тăнă.

Хальлĕхе Вăл имшер-ха, çĕр çинчи патша та ăна хăратсах тăрать, ÿлĕмрен çĕр çинчи Унăн çулĕ пысăк асапсемпе те Хĕреспе вĕçленет. Анчах та эпир паян тĕнче хăйне Çăлакана - Мессияна - тупнăшăн савăнатпăр та хĕпĕртетпĕр. Феофан Затворник, святой архиерей, Турă Çурални пирки шухăшласа çапла калать, «Мухтав Сана, Туррăмăр! Эпир Христос Çуралнă вăхăтри çутă кунсене кĕтсе илтĕмĕр пулсан, савăнмалла пирĕн, хĕпĕртемелле. Пирĕн савăнăç тулли пултăр тесе, Таса Чиркÿ çак пысăк уяв умĕн ятарласах типĕ тытмалла тунă... Типĕ пире кăштах хĕсет пулсан та, эпир ирĕке тухнă евĕр пулса каятпăр... Христоса мухтăр, мухтав сăмахĕсемпе чунра тата чĕрере пылакланса кайичченех мухтăр, ытти вырăнсенче йăпатакан тата илĕртекен ĕçсем хăйсен еннелле туртса тăми пуличченех мухтăр!

Эй Турă урлă юратнă хаклă тăванăмсем, пиччемсемпе шăллăмсем, аппамсемпе йăмăкăмсем!

Эпĕ Христос Çуралнă кун сирĕн кил-йышăр çине Турă тивлечĕн çути ÿктĕрччĕ, ĕненекенсен ушкăнĕсем Христослăхăн юратăвĕпе çирĕпленччĕр тесе пĕтĕм чĕререн ырлăх-сывлăх, чун тĕреклĕхĕпе çирĕплĕхне сунатăп.

Туррăн ырăлăхĕпе эпĕ иртнĕ çул Таса Çĕре, Иерусалима, хамăн пурнăçăмра çирĕм пĕрремĕш хут кайса килтĕм.

Эй хаклă тăванăмсем, эпĕ Вифлеемра, Туррăн Тупăкĕ Умĕнче, ятарласах кĕлĕ ирттертĕм* Христос çĕр çинче пурăннă таса вырăнсене çитсе, пирĕн Чăваш çĕрĕнче, çавăн пекех пĕтĕм тĕнчере канăçлăх тăтăр тесе, çавăн пекех сире ырлăх-сывлăх сунса тăрăшсах кĕлтурăм.

Иртнĕ çул эпир Радонежри Сергий, Туррăн евĕрлĕхне тупнă сăваплă çын, çуралнăранпа 700 çул тултарнине паллă турăмăр, çÿлерех асăннă святой ячĕпе лартас чиркÿ вырăнне пуççапмалли Хĕрес вырнаçтартăмăр.

Çавăн пекех сăваплă Сергий çуралнăранпа 700 çул тултарнă ятпа Виç ипостаçлĕ Турă ячĕпе уçăлнă Сергий Лавринче ирттернĕ чаплă ларура пулма, Мускавпа пĕтĕм Раççейĕн Светейший Кирилл Патриархпа, пур енчен сăваплă пурăнакан архиаслăкĕтÿçĕсемпе тата кĕтÿçĕсемпе кĕлĕ ирттерме тивĕç пултăм. Çакă маншăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ, мĕншĕн тесен Шупашкара килсе Чăваш кафедрине йышăниччен эпĕ çÿлерех асăннă Лаврăра 21 çул хушши хушнине тумалли ĕçсенче вăй хурса пурăнтăм.

Çитес 2015 çулта эпир сирĕнпе пĕрле Владимир князь леш тĕнчене куçнăранпа 1000 çул çитнине чаплăн паллă тăватпăр.

Эй хаклăран та хаклă тăванăмсем, Турăпа пĕрле кĕлĕн пылаклăхне туяс тесе, чунăмăрсене ытларах уçар. Пире çăлас тесе ÿтленнĕ Христос савăнăçпа хуйхăра та, инкек-синкекре те, чир-чĕрте те, хамăрпа пĕрлех тăнине çирĕп, пĕтĕм чĕререн ĕненер. Хамăрăн Пит Хĕрхенекен Çăлаканăмăра, Унăн Таса Чиркĕвне хытă юратар, Чиркÿ вĕрентнине итлесе те туса пурăнар. Чиркÿре пире çăлас ĕç кулленех пулса тăрать. Пурнăçăмăр çулĕ çинче тĕл пулакан кирек епле çынна хапăл тусах юратар.

Сире, тăванăмсемпе çывăх çыннăмсем, Христос Çуралнă уяв ячĕпе, çитсе килекен Çĕнĕ çулпа тепĕр хут пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп, Турра та çывăх çыннăмăрсене юратас çул-йĕртен пăрăнмасăр çÿреме чĕнетĕп. Килсе çитекен Çул Туррăн ырпиллĕхĕпе тăнăçлăх çулĕ пултăрччĕ.

Сирĕн пурнăçăрăн çулне Вифлеем çăлтăрĕ çутатса, халĕ çуралнă Христос, Çăлаканăмăр пирĕншĕн кашниншĕнех иртсе кайми савăнăçăмăр пулса тăтăрччĕ!

Пирĕн Çуралнă Турă-Ачан, Çăлакан Иисус Христос Туррăн, ырă пиллĕхĕ сирĕнпе пуринпе те пултăрччĕ.

 

Туррăн юратакан пиллĕхĕпе - Шупашкарпа Чăваш Ен Митрополичĕ, Чăваш Митрополийĕн пуçлăхĕ - йăваш кăмăлпа ВАРНАВА.

 

Христос Çуралнăранпахи

2014/2015 çулсем.

Шупашкар хули.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.