Комментари хушас

4 Раштав, 2014

Сар чечек те тунсăхлать - ăшă çумăр çумасан, Шкул ачи те тунсăхлать - «Тантăш», «Тетте» пулмасан...

Декабрĕн 2-мĕшĕнче Муркашри Культура çуртĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн Кунĕ иртрĕ. 16 хаçат-журналта ĕçлекен журналистсем халăх умне тухса хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç.

Хаваслă уява Муркаша халалланă сăвăпа пуçларĕ «Хыпар» хаçатăн директорĕ - тĕп редакторĕ Валерий Владимирович Туркай.

- Маншăн çак район питĕ пĕлтерĕш- лĕ. Мĕншĕн тесен кунта хаçат никĕс-левçи Николай Васильевич Никольский çуралса ÿснĕ. Пирĕн вара пурте пĕрле унăн пархатарлă ĕçне асра тытса малалла тăсмалла. Эпир вулакансемсĕр пурăнаймастпăр. Мĕн пĕчĕкрен ачана хаçат-журналпа туслаштармалла. Паян пĕчĕккисем «Тетте» журнал, «Тантăш» хаçат вуламасан, ыран вĕсем «Хыпара» алла илесси питĕ иккĕленÿллĕ. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, тĕпренчĕкĕрсем анлă тавракурăмлă пулччăр тесен пирĕн сăмахсене асра тытса паянах почта уйрăмне васкăр, - пурне те чĕнсе каларĕ Валерий Владимирович.

Тĕлпулу хыççăн Муркаш шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Аня Зайцева та «Тантăш» çырăнас тĕллевлине пĕлтерчĕ.

- Киле çитсен кун пирки кукамая систеретĕпех. Вăл мана питĕ юратать, çавăнпа пĕр сăмахсăрах ĕмĕте пурнăçа кĕртĕ. Улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне юратнă кăларăмăн страницинче хам пирки те вуласа савăннăччĕ. Вăл вăхăтра нумай ÿкереттĕм те художник пулас килни пирки хыпарланăччĕ. Халĕ шухăшăм улшăнчĕ. Юрист профессине алла илес килет. Чим, хăй вăхăтĕнче «Теттепе» те туслăччĕ эпĕ. Унти сăвăсемпе калавсене кăмăлласа вулаттăм, ÿкерчĕкĕсене пăхса савăннă май: «Эх, манăн та илемлĕ ĕçсем пур та-ха, анчах редакцие ярса пама аванмарланатăп», - тесе час-час шухăшлаттăм», - сăмахлать Аня.

Пушă вăхăтра чунтан кĕнеке вулама юратакан Аня тус-юлташĕсене те «Тетте», «Самант» журналсемпе тата «Тантăш» хаçатпа туслаштарас ĕмĕтлине систерчĕ.

- Вулакан çыннăн çеç тавракурăмĕ аталанать. Акă, сăмахран, кăçалтан вырăс литературипе сочинени çырса экзамен тытмалла вунпĕрмĕшсен. Лайăх пулăм ку. Тинех çамрăксем тĕрлĕ хаçат-журнал вулама тытăнĕç. Библиотека та унчченхинчен ытларах шавласа-кĕрлесе тăрĕ. Пĕри те тепри паллă писательсен произведенийĕ-семпе нумайрах паллашĕ. Ара, пурин те экзамена ăнăçлă тытас килет-çке, - терĕ кăмăллăн мал ĕмĕтлĕ Аня Зай-цева.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Муркаш районĕ,

Муркаш.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.

 

Сергей ЖУРАВЛЕВ ФОТРЕПОРТАЖĔ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.