Уяв

25 Пуш, 2015

50 çул - йĕркелĕхпе хăрушсăрлăх хуралĕнче

1965 çулхи мартăн 22-мĕшĕнче Хусан хулин конвой хуралĕн 226-мĕш отрячĕн 2-мĕш дивизионĕн никĕсĕ çинче Общество йĕркине сыхлакан министерствăн конвой хуралĕн 912-мĕш уйрăм дивизионне йĕркеленĕ, вăл Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр тата Куславкка хулисенче айăпланнисене сыхлассипе çыхăннă ĕçе пурнăçланă.

19 Пуш, 2015

Питлĕх тапса, хуткупăс тăсса уявларĕç çавра çула

«Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем Трак тăрăхĕнче «Капкăн» журнала юратнине тепĕр хут курса ĕненчĕç. Мартăн 17-мĕшĕнче Пикшикри культура çуртне сатирăпа юмор журналĕн тусĕсем чылаййăн пухăнчĕç.

19 Пуш, 2015

Йăлт пĕлесшĕн ачасем: хатĕрлеççĕ ыйтусем

«Вĕренме юратман ачасем çук, кăсăклантарса яма пĕлмен аслисем пур», - шухăшпа, тен, пурте килĕшмĕ. Çапах та тĕрĕслĕхĕ пурах-тăр кунта. Арçын ачасемпе хĕр пĕрчисем çитĕнÿсемпе савăнтарасси, ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвасси ашшĕ-амăшĕнчен, вĕрентекенсенчен чылай килет. Вулав пирки те çакнах каламалла.

12 Пуш, 2015

Тăван чĕлхе уявĕ

Пирĕн районта тĕрлĕ халăх çынни пĕр çемьери пек килĕш-терсе туслă пурăнать. Кунта ытларах чăвашсемпе тутарсем тата вырăссем. Республикăра пур чĕлхе те тивĕçлĕ шайра, нихăшне те хĕсĕрлемеççĕ. Тăван чĕлхе кунĕ те районта чи малтан чăваш чĕлхине чыслассинчен пуçланчĕ.

Pages