Уяв, пирӗн пӗрлӗхе аркатаймӑн!

20 Пуш, 2015

2014 çулхи март уйăхĕн 18-мĕшĕ çĕршывăмăр историйĕнче вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ, мăнаçланмалли пулăмпа çырăнса юлчĕ. Çав кун Кремльте РФ Президенчĕ Владимир Путин, Крымăн Патшалăх Канашĕн председателĕ Владимир Константинов, республика премьер-министрĕ Сергей Аксенов тата Севастополь мэрĕ Алексей Чалый Крым Республикипе Севастополь хулине çĕнĕ субћектсен шучĕпе Раççей тытăмне йышăнасси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Ăна кĕçех Раççей Федераци Канашĕ ратификациленĕ.

Яланах Раççей территорийĕ шутланнă Крым çурутравĕ пĕр тапхăр ют патшалăхра пулнă хыççăн каллех тăван «килне» таврăннине ăнланмашкăн Крым историне пĕлни те çителĕклĕ. Паян Крымра пурăнакан 2,2 млн çынран 1,5 млн яхăн çын - вырăссем, 350 пинĕшĕ - украинсем, вĕсенчен ытларахăшĕ вырăс чĕлхине хăйĕн тăван чĕлхи вырăнне йышăнать. 300 пине яхăн çын - Крым тутарĕсем. Вĕсен пысăк пайĕ те референдумра Раççейпе пĕрле пулассишĕн сасăланă. Çак пулăм урлă Раççейпе Крыма тăванлăх туйăмĕ, пĕрлĕх туртăмĕ пĕрлештернине тĕнче курчĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен пурнăçĕ пĕрлехи историпе, мăнаçлăхпа никĕсленнĕ-çке. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.