Çимĕк - Троица
Кăçал Çимĕк ир килет: çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче. Ĕлĕк чăвашсем Çимĕк уявланă. Çулла пуçламăшне, тĕнче чĕрĕлсе ешернине, çурхи ĕçсем вĕçленнине палăртакан уяв пулнă вăл. Чăвашсем Православие йышăннă майăн Çимĕк Троицăпа пĕрлешсе кайнă. Троица христанствăри вуникĕ сумлă уявсенчен пĕри. Ăна Мăнкун /Пасха/ хыççăн 50 кунран уявлаççĕ.