Уяв

3 Чÿк, 2015

Хресчене чысларĕç. Çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç

Эрне кун тĕп хулари «Шупашкар-Арена» Пăр керменте ял хуçалăх культурисене çитĕнтерекенсем, вĕсене тирпейлесе апат-çимĕç хатĕрлекенсем, выльăх пăхакансем, хăйсен пурнăçне ялпа çыхăнтарма тĕллев тытнă студентсем, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем пухăнчĕç, Ял

28 Юпа, 2015

150 çул - саккун хуралĕнче

Тук-тук-тук! Парăм пурри çинчен аса илтерсе алăкран шаккать суд приставĕ... Саккуна пăхăнманнине, яваплăха туйманнине патшалăх каçарма пултараймасть. Суд йышăну кăларни кăна çителĕксĕр, ăна пурнăçа кĕртмелле.

28 Юпа, 2015

Ункă шывĕ юхать çаврăм-çаврăм

Вăл кун Шупашкар районĕнчи Вăрман-Çĕктер ял хутлăхĕн çыннисем пысăк автобуспа Тутарстана Сувар, Пăлхар, Пÿлер хулашĕсене курма, Валем хуçан çăлĕн шывĕпе сапăнма, Хĕр тăвĕ çинчи Чăваш Юпине пуç тайма тухса кайрĕç. Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелсемпе Паваркассисем пĕлтĕр кунти Ункăпуçĕнче «Онкă çоммисем» тĕлпулăва хутшăннă. Çитес вăхăтра Ункă таппинчи ялсен халăхĕ Ишекре е Актайра пухăнма палăртать.

24 Юпа, 2015

Аваллăха асра тытса - малашлăха

К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕ 75 çул каялла - 1940 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче - уçăлнă. Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма Константин Васильевич çуралнăранпа 50 çул çитнине халалланă. Иван Ивник сăвăç ертсе пынă ăна ун чухне. Хаяр вăрçа пула 1941 çулта Чăваш литературипе искусствин музейĕ вăхăтлăх хупăннă. 1957 çулта экспозицисене çĕнĕрен уçнă. Ăна Петр Юркин йĕркелесе пыма тытăннă. Анчах 1978 çулта вăл каллех хупăннă. Хальхинче - Шупашкарта ГЭС тунăран: музей вырнаçнă çурт шыв айне пулакан лаптăкра ларнă-çке.

14 Юпа, 2015

Кĕр кĕрлерĕ Кĕрсăри

Шурă юр çинчи ку Кĕрсăри йăлтах çĕнĕлле уява çаврăнчĕ. Кун пекки халиччен тата ăçта пулнине эпĕ курман та, илтмен те. Чăнах та, Н.И.Ашмарин çырнăлла «çакă пирĕн халăхсем пĕр сăмахпа кĕр тăвать» тени пулчĕ-тĕр вăл /ЧСК, УП, 274/.

Pages