Ункă шывĕ юхать çаврăм-çаврăм

28 Юпа, 2015

Вăл кун Шупашкар районĕнчи Вăрман-Çĕктер ял хутлăхĕн çыннисем пысăк автобуспа Тутарстана Сувар, Пăлхар, Пÿлер хулашĕсене курма, Валем хуçан çăлĕн шывĕпе сапăнма, Хĕр тăвĕ çинчи Чăваш Юпине пуç тайма тухса кайрĕç. Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелсемпе Паваркассисем пĕлтĕр кунти Ункăпуçĕнче «Онкă çоммисем» тĕлпулăва хутшăннă. Çитес вăхăтра Ункă таппинчи ялсен халăхĕ Ишекре е Актайра пухăнма палăртать. Çапла шухăшсене кура мана Ункă шывĕ Çавалпа пĕрлешнĕ çĕре ăсатрĕç: Малтипе Кайри Ункăпуçсем Ункăçумне, Кипечпе Хурăнсурсем Кипекçепе Хурăнсура, Çÿлтикасси - Анаткĕнерсем Тури Анатрияла, Атăл хĕрринчи Хыркассипе Чăрăшкасси Çавал юппинчи Хыркассипе Чăрăшкассине çитсе тăвансене салам пĕлтерме элчĕлесе ячĕç.

Вăл кун тăван Ункă шывĕн анатĕнче пысăк уяв пулчĕ. Ял çыннисемпе Шупашкартан килнĕ хăнасем чăваш халăх ăсчахĕ, ăслăлăхпа ÿнер академийĕн эльтеперĕ Евгений Ерагин кăларнă «Земля Богатыревская» кĕнеке хăтлавне ирттерчĕç.

Хăнасене Актай ял юппинче çăкăр-тăварпа, «Тевет» ансамбль ташши-юррипе кĕтсе илчĕç. Вара ку ялта çунат сарнă улăпçă Çуйăн Хĕветĕрĕн килĕ умне кайса 96 çулти инкĕшĕпе Перасковья Гурьевнăпа тата ял çыннисемпе калаçмасăр пултараймарăмăр. Пăраски кинеми пирĕн делегаци ертÿçипе, Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, Шупашкарти Коопераци институчĕн ректорĕпе Валерий Андреевпа пĕр ялтан иккен, вăл Актая Анатриялтан качча килнĕ-мĕн. Вичкĕн кукамайпа профессор пит тимлĕ ыйтса-пĕлсе пуплерĕç.

Патăрьел çĕрĕнчи 13 ялта паттăрсем нумай. Вĕсенчен паллăраххисем çуралса ÿснĕ вырăнсене çитсе пуç тайрăмăр. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.