Уяв

2 Юпа, 2015

Ачăрсемпе мăнукăрсем савăнăç кÿччĕр...

Кĕркуннен ытарайми тапхăрĕнче, октябрĕн 1-мĕшĕнче, паллă тăватпăр Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен - хăйсен ăс-хакăлĕпе пултарулăхне, сывлăхĕпе çамрăклăхне паянхи ăрăва тивĕçлĕ пурнăç туса памашкăн халалланă ветерансен - кунне.

21 Çурла, 2015

Туслăх пĕлĕчĕ айĕнче

Чăваш Республикипе Чĕмпĕр облаçĕ пуçарса янă туслăх проекчĕ çак юнкун Шăмăршă çĕрĕ çинче икĕ регион çыннисене пуçтарнă. Кунта туслăх уявĕ иртнĕ. "Туссем хушшинче" /"В кругу друзей"/ проектăн пуласлăхĕ анлăланса пымаллине палăртнă пуçаруçă-регион ертÿçисем Михаил Игнатьевпа Сергей Морозов.

16 Утă, 2015

Çын çук çĕрте

пулă тытма кăмăллатьПулăçсен ятарлă уявĕ те пур. Ăна июль уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче чылай çĕршывра паллă тăваççĕ. Çак куна Раççейре 1980 çултанпа уявлаççĕ. Июль уйăхĕн 12-мĕшĕнче профессионал пулăçсем те, кÿлĕ хĕрринче ларма кăмăллакансем те чун киленĕçĕ валли вăхăт тупаççех. Пулă тытма кăмăллакан Станислав Титова темиçе ыйтупа чăрмантартăм. Çĕрпÿ районĕнчи Çырмапуçра çуралса ÿснĕскер вĕсене хаваспах хуравларĕ.

11 Утă, 2015

Мускавра кĕрлерĕ Акатуй

Йăли çапла чăвашăн: çурхи ĕçсене вĕçлесен ака уявĕнче савăнмалла. Районсенче Акатуйсем тахçанах кĕрлесе иртрĕç, республика шайĕнче те юрласа-ташласа паллă турăмăр ăна. Иртнĕ шăматкун вара, июль уйăхĕн 4-мĕшĕнче, чăвашсен тĕп уявĕ Мускавра кĕрлерĕ.

Pages