Туслăх пĕлĕчĕ айĕнче

Чăваш Республикипе Чĕмпĕр облаçĕ пуçарса янă туслăх проекчĕ çак юнкун Шăмăршă çĕрĕ çинче икĕ регион çыннисене пуçтарнă. Кунта туслăх уявĕ иртнĕ. "Туссем хушшинче" /"В кругу друзей"/ проектăн пуласлăхĕ анлăланса пымаллине палăртнă пуçаруçă-регион ертÿçисем Михаил Игнатьевпа Сергей Морозов. Вĕсен шухăшĕпе унăн чикки сарăлса пырса малтан федерацин Атăлçи округне пĕрлештермелле, каярах - Раççейĕн ытти регионĕсене те.

Кÿршĕллĕ облаçрен килсе çитнĕ хăнасене саламланă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев икĕ регион хушшинчи çирĕп çыхăну 1868 çултах тымарланнине палăртнă. Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев Чĕмпĕрте пĕрремĕш чăваш шкулне уçнăранпах туслă икĕ халăх.

Регионсен паянхи ертÿçисем те пĕр-пĕрне хисеплени палăрнă уявра. Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозовшăн Михаил Игнатьев тус кăна мар, ăна вăл РФ регионсен чи лайăх ертÿçисенчен пĕри тесе шутлать.

Шăмăршă районĕнче иртнĕ туслăх уявĕ юрă-ташăпа, икĕ халăх йăли-йĕркине, авалхи тата хальхи пурнăçне сăнлакан этнокультура картишĕсемпе пуян пулнă. Кĕрешессипе, лашапа чупассипе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Çак сумлă уява Раççей Федерацийĕн спорт министрĕн çумĕ Павел Колобков та çитсе курнă. "Спорта юратакансем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем яланах туслă пурăнма тăрăшаççĕ. Чăваш Енре çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ", - тенĕ вăл. Спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисене хăнасем дипломсемпе, кубоксемпе чысланă.

Икĕ регион ертÿçи çавăн пекех чăвашсемпе Чĕмпĕр облаçĕ хушшинчи экономика, культура тытăмĕнчи çыхăнусем тавра йĕркеленĕ "çавра сĕтел" ĕçне хутшăннă. Михаил Игнатьев асăннă тăрăх – Чĕмпĕр облаçĕнче чăвашсем халăх шучĕпе виççĕмĕш вырăнта тăраççĕ. Кунти 160 шкулта чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ тата ытти те. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан çакăншăн Чĕмпĕр облаçĕн хăнисене тав тунă.

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр социаллă пурнăçпа тата экономикăпа çыхăннă ыйтусене татса парас опытпа Чăваш Ен хаваспах паллаштарнине палăртнă. Чĕмпĕр облаçĕн правительстви тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тĕрлĕ тытăмри çыхăнусене аталантармалли çинчен калакан килĕшĕвĕн мероприятисен планне алă пусса çирĕплетнĕ.

Чĕмпĕр облаçĕнче чăваш бизнесменĕсем хастар ĕçленине те асăнма манман Сергей Морозов. Тĕслĕхрен, ун сăмахĕпе чăх-чĕп ĕрчетес ĕçе аталантарма май паракан пĕр проекта кăна вĕсем 9 млрд тенкĕ инвестици хывнă. Çавăн пекех вăл чăвашсенчен территорие тирпей-илем кĕртес опыта вĕренни усăллă пулмаллине асăннă. Ку тĕлĕшпе Шăмăршă районне ахальтен суйласа илмен иккен.

Туслăх уявĕнче Шăмăршăсене хăйсене те хавхалантарнă. Хальччен авариллĕ, юхăннă çуртсенче пурăннă 21 çемьене çĕнĕ хваттер уççисем панă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев асăннă тăрăх – патшалăхăн тĕллевлĕ программи пурнăçланма тытăннăранпа 40 çемьене хăтлă хваттерсене куçарнă. Сентябрьте çавнашкал тепĕр çурт хута каймалла.

Ирина НИКИТИНА.

Ирина Никитина

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.