Комментари хушас

11 Утă, 2015

Мускавра кĕрлерĕ Акатуй

Йăли çапла чăвашăн: çурхи ĕçсене вĕçлесен ака уявĕнче савăнмалла. Районсенче Акатуйсем тахçанах кĕрлесе иртрĕç, республика шайĕнче те юрласа-ташласа паллă турăмăр ăна. Иртнĕ шăматкун вара, июль уйăхĕн 4-мĕшĕнче, чăвашсен тĕп уявĕ Мускавра кĕрлерĕ. Унчченхи çулсенче вăл Пĕтĕм Раççейĕн курав центрĕнче /вырăсла ăна кĕскен ВВЦ тетчĕç, халь ВДНХ/, Измайлово паркĕнче пулатчĕ. Халăх пĕлекен çав вырăнсене çĕршывăн тĕп хулинче пурăнакан йăхташăмăрсем уйрăмах йышлăн пухăнатчĕç. Кăçалхи Акатуй чăвашсене Мускаври национальноçсен çурчĕн пысăках мар картишĕнче кĕтрĕ. Ку пулăмра та йĕркелÿçĕсем ыррине çеç курчĕç: пĕтĕм чăваш Акатуйĕ Мускав хулин тĕп пайĕнче - Кремльтен пĕр çухрăмра - иртет, апла пулсан чăваш юрри-кĕвви Хĕрлĕ лапама та илтĕнет.

Чăваш Республики пулса кайнăранпа - 95, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă Акатуя халăх пуçтарăннă май уява курса хаклама ТВЦ, Россия-24 телеканалсен, "Вечерняя Москва", "АиФ-Москва" хаçатсен журналисчĕсем килсе çитрĕç. Тепĕр тесен, кунашкал массăллă информаци хатĕрĕсем чăвашсен тĕп праçникĕ пирки кураканпа вулакана пĕлтернинчен тĕлĕнме кирлĕ мар пулĕ. Официаллă статистикăна тишкерсен - чăвашсем Раççейре халăх йышĕпе пил-лĕкмĕш вырăнта. Пирĕн кăкран тухнисем Чăваш Енре кăна мар, республика тулашĕнче, ют çĕршывсенче самаях нумайăн пурăнаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кăна пирĕн республикăран 208 пин çын тухса кайнă, вĕсенчен 106 пинĕшĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă, çуралса ÿснĕ патшалăхăн çутă пуласлăхĕшĕн хăйсене шеллемен 66 çын Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ, 11 ентешĕмĕр Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă. Чăваш Енĕн виçĕ космонавчĕ, Иван Яковлев вĕрентекенĕмĕр, Никита Бичурин ăсчахăмăр, Константин Иванов тата ыттисем чăваш ятне тĕнче шайне çĕкленĕ. Мăнаçланмалли чылай пирĕн - пурне çырса кăтартаймăн. Улăп çĕршывĕ çинчен мухтавлине, пархатарлине уява ертсе пыракансем те нумай каларĕç. Çĕр чăмăрĕ çинче кăткăсем, вĕлле хурчĕсем тата чăвашсем пек ĕçченни урăх нимĕн те, никам та çуккине те асăнса хăварчĕç.

Ака-суха уявне уçнă май Мускаври, Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсем тăван республикăмăр гимнне хавхаланса юрларĕç. Эх, шăранчĕ те шăранчĕ вара чăвашсен юрри-кĕвви тĕп хуламăр урамĕсенче. Кам кăна юрласа-ташласа кăмăла çĕклемерĕ-ши? Раççей тĕп хулинчи чăвашсен "Атăл" хорĕ, унта ĕçлесе пурăнакан Ирина Пономарева, Елена Савельева юрăçсем, Шупашкартан ятарласа килнĕ Валентина Кузнецова, Алина Федоровăпа Денис Пугач артистсем, купăсçăсем тăван халăх сăмахĕшĕн, юрри-ташшишĕн тунсăхланă йăхташăмăрсене савăнтарчĕç кăна мар, пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç те. "Чăваш Ен ахах-мерченĕ" фестиваль çинчен пĕлмен çын юлмарĕ те пулĕ. Чăваш халăхне килĕштерекен Сергей Бреус усламçă тăрăшнипе çак фестивале хутшăнса палăрнисем Китай, АПШ тата ытти патшалăха кайса кураççĕ, унта пурăнакансене хăйсен уçă сассипе, юррисемпе хăпартлантараççĕ. Ксения Гришина, Анна Андреева, Никита Родионов, Мария Нефедова, Анна Окликова, Елена Диянова юрăсене чуна пырса тивмелле шăрантарчĕç. Москонцерт солисткине Ирина Шоркинăна, Олег Залогин поэт-композитора, Чăваш халăх артистне Валерий Иванова тата ытти артиста итлеме питĕ кăмăллă пулчĕ. Мускавран кăна мар, çĕршывăмăрăн тĕрлĕ регионĕнчен килсе çитнĕ чăвашсене саламлама Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков сăмах илчĕ.

- Кунта паян Чăваш Енрен, Пушкăртстанран, Тутарстанран, Ульяновск, Самар облаçĕсенчен йăхташăмăрсем килсе çитрĕç. Акатуй Куракин кнеçсен тĕп çуртĕнче иртни хăех асра юлмалли пулăм. Чăвашсем ку хушамат мĕне ăнлантарнине лайăх пĕлеççĕ. Çак уяв пĕтĕм халăха пĕрлештерет. Пирĕнпе пĕрле савăнма кунта Португали, Франци тата ытти патшалăх çыннисем килчĕç, вĕсем чăваш халăх культурипе, чĕлхипе, йăли-йĕркипе кăсăкланаççĕ, - хавхаланса калаçрĕ вăл.

Унтан полпред Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевăн салам сăмахĕсене вуларĕ. Çавăн пекех пухăннă халăх умне Мускаври чăвашсен наци культура автономийĕн ертÿçи Анатолий Григорьев, Раççейри чăвашсен наци культура автономийĕн вице-президенчĕ Валерий Шакин, Мускаври национальноçсен çурчĕн директорĕ Владимир Тарасов тухрĕç, кашниех чăвашсем пирки ыррине нумай каларĕ.

Хамăрпа пĕрле илсе кайнă "Хыпар", "Çамрăксен хаçачĕ" хаçатсене валеçнĕ май Акатуя пухăннисемпе те калаçма май килчĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тарапай ялĕнче çуралса ÿснĕ Ольга Ванеева Мускава куçса кайнăранпах унти автономипе тачă çыхăну тытать.

- Эпир тăван республикăран аякра пурăнсан та тăван чĕлхепех калаçатпăр, пĕтĕм ĕçсене атте-анне чĕлхипе калаçсах пурнăçа кĕртетпĕр. Чăваш Енпе çыхăнăва татмастпăр. Акă Республика кунне те йышлăн пырса кайрăмăр, - палăртрĕ Мускавра тăхăр çул каялла тĕпленнĕскер.

Тăвай районĕнчи Çĕнçырмара çуралса пĕве кĕнĕ Светлана Егорова Мускавра 12 çул ĕçлесе Канашра хваттер те илнĕ. Ялан ĕçленĕрен чăваш юрри-кĕввишĕн питĕ тунсăхлать вăл, çавăнпах Мускаври Акатуя çулленех килет.

Мускав патшалăх строительство университетĕнче чăвашсем самай йышлăн вĕренеççĕ. Унта ăс пухма Тăвай районĕнчен кайнă Александр Михайловпа Надежда Гаврилова Мускав облаçĕнчи Пушкино хулинче пурăнакан вырăс каччине Егор Мельчохина чăваш чĕлхипе интереслентерме пултарнă. Халĕ вăл Мускаври представительство çумĕнчи чăваш шкулне те çÿрет.

Петĕр Хусанкайăн пĕтĕм тĕнче пĕлекен сăввин "Эпир пулнă, пур, пулатпăр" йĕрки темиçе хут та янăрарĕ Мускаври Акатуйра. Çук, ЮНЕСКО асăрхаттарăвĕпех пĕтекен халăх мар-ха эпир - пирĕн пуласлăх çутă. Кăткăпа, вĕлле хурчĕпе танлаштараççĕ пулсан эпир пурăнатпăр, аталанатпăр, тĕнчене хамăр чăваш пулнипе интереслентеретпĕр.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.