- Чăвашла верси
- Русская версия
Пĕчĕк ялăн пысăк савăнăçĕ
Питрав хыççăн, вырма çитиччен, Апаш тăрăхĕнчи ялсен Кĕçнерни ярмăркки пуçланнă. Вăл ытларах Лакăр ялĕнче иртнĕ.
Çак паллă пулăма тĕпе хурса Эсеккассисем кăçал хăйсен ял уявне ирттерме шутларĕç. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине тата Раççейри - Литература, Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкĕсене халалларĕç. Çавна май ялйыш Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсен ячĕпе лартнă палăка юсаса çĕнетрĕ. Халĕ унта çÿреме те кăмăллă.
Уява йĕркелеме ял хастарĕсем тăрăшрĕç. Вĕсене ятранах асăнса хăварас килет: Георгий Алексеев, Виталий Григорьев, Петрпа Владимир Егоровсем. Халăхшăн мĕн чухлĕ ырă ĕç пурнăçларĕç вĕсем. Паллах, ялйыш та айккинче юлмарĕ, вăй çитнĕ таран пулăшрĕ.
Уява Апаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Владимиров уçрĕ. Унтан пурте пĕрле «Асран кайми аки-сухи» юрра шăрантартăмăр. Сумлă хăнасем те сăмах илчĕç, ял халăхне малашне те пĕр-пĕринпе туслă пурăнма сунчĕç.
Юрă-кĕвĕпе вара Шăнкасри «Шуракăш» ансамбль савăнтарчĕ. Александр Васильев юрăçа та ялйыш кăмăлласа йышăнчĕ. Артистсемпе пĕрле юрларĕ, ташларĕ. Кирек ăçта пурăнсан та çын хăй çуралнă кĕтесне, ача чухне выляса ÿснĕ вырăнсене нихăçан та манмасть. Тăван тăрăха çитсе курма тăрăшать, тус-юлташĕпе курнăçать. Çакă мар-и вăл уншăн пурнăçри савăнăç, телей?! Çавăнпа та ял уявне çулсеренех ирттермеллине, вăл пĕр-пĕринпе туслашма пулăшнине палăртрĕç Эсеккассисем.
Уявра ватă çынсене те сумларĕç. Вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ парнесем парса чысларĕ. Эсеккасси пĕчĕк ял пулсан та ача-пăча кун çути курать кунта. Эппин унăн малашлăхĕ пурах. Çулталăкран иртнĕ Арсений Макаровпа Юля Никитина ?унран кĕçĕнрех% та парнеллĕ пулчĕç. «Ачасем ытларах çуралччăр», - терĕ Александр Владимиров çамрăк çемьесене саламланă май.
Уяв йăли-йĕркине пăхăнса Людмила Иванова сăра та хатĕрленĕ. Кăпăклă ĕçмене кашниех тутанса пăхрĕ, пахаларĕ.
Ксения МИХАЙЛОВА.
Шупашкар районĕ.
Комментари хушас