Комментари хушас

14 Юпа, 2015

Кĕр кĕрлерĕ Кĕрсăри

Шурă юр çинчи ку Кĕрсăри йăлтах çĕнĕлле уява çаврăнчĕ. Кун пекки халиччен тата ăçта пулнине эпĕ курман та, илтмен те. Чăнах та, Н.И.Ашмарин çырнăлла «çакă пирĕн халăхсем пĕр сăмахпа кĕр тăвать» тени пулчĕ-тĕр вăл /ЧСК, УП, 274/.

Шупашкар районĕнчи Вăрман-Çĕктер ял хутлăхĕн халăхĕ юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Мускав çулĕ хĕрринчи Чемен карти текен хулаш йĕри-тавра йывăçсем лартрĕ, кăвайтсем чĕртсе, 16 хуран çакса яшка та, шÿрпе те пĕçерчĕ, хулаш варринчи çавра шилĕк çине тухса Çăкăр касрĕ, Пичке пуçларĕ, çичĕ метр çÿллĕш Асăну юпи лартса паттăрсене асăнчĕ, вара юрларĕ-ташларĕ, ял-ял кĕреки умне тăрса кĕр кĕрлесе сăйланчĕ.

Кунти халăх хирти ĕçсене пĕтерсен авалтанпах юпа е чÿк уйăхĕнче Кĕрсăри ирттернĕ. Кĕр мăнтăрĕпе сăра туса, икерчĕ пĕçерсе, автан е чăх пусса, тăвансене пĕрле пухса канашланă, хăналаннă. Тăван тавралăха, кил-çурта тирпейлесси халĕ те - пирĕнпех. Çапах та ĕлĕкхи чылай нуша хыçа юлчĕ. Ĕçлеме кăна мар, канма-савăнма та, ăс-хакăлпа пултару ăсталăхне туптама та майсем пур ĕнтĕ. Лÿппер чирне сирме, хастартарах пулма вăй-хал кирлĕ кăна! «Эй тата! Тупнă Кĕрсăри!» - текенсем те пулчĕç Вăрман Çĕктер хутлăхĕн администрацийĕнче мухтарсемпе, депутатсемпе пухăнса калаçнă чухне. Культура ĕçченĕсемпе вулавăшçăсем, ял мухтарĕсем нумай вăй хунă уява йĕркелеме. Шел те, хальлĕхе халăх ĕçĕнче шкулсен витĕмĕ курăнмасть-ха.

Кахалпа сÿрĕкĕн пин сăлтав. Çĕктерсем ял уявĕсене хутшăнманнине ăнланма пулать. Вĕсем, Атăл хĕррине аякран килсе вырнаçнă çынсем, пирĕн йăла-йĕркене пĕлмеççĕ. Хорнсорпа Криккакасси, Ойкасси-Варпоçсем темшĕн пуçтарăнса тухайман та - вĕсен станĕсем тĕлне кÿршисем йывăç лартрĕç, вилнисене ялĕсен ячĕпе асăнмалăх тепрер хуран апат çакрĕç. Кÿршĕ-кÿршех, тепĕр чухне тăванран та çывăхрах!

Тĕп Кĕрекене ваттисене, аякран килнĕ хăнасене вырнаçтарчĕç. Илле Валучи Кĕр карчĕ пулчĕ, пуштальонка Суя вара Кĕр карчăкĕ иккен. Вĕсем тавра йăлтăр-ялтăр, симĕс те сарă, кĕрен те хĕрлĕ тумлă Кĕрпике çÿрерĕ. Икĕ авăрлă кĕреке куркисене тытса, кĕрекеçĕсем тенкелсем çинчен çĕкленчĕç те Кĕреке юррине пуçласа пачĕç, вара пĕтĕм халăх пĕр çын пек янăратрĕ наци гимн­не - «Алран кайми аки-сухине».

Хулаш варринчи сарă шилĕк çинче 16 ял халăхĕн ăстисем мĕн-мĕн юрланине, аякран килнĕ хăнасем уява мĕнле саламланине тăранайми итлесе çамрăклантăм.

Пенсионерсен партийĕн ертÿçи, Елчĕк чăвашĕ Валерий Сапожников хăй тĕллĕнех йĕркеленсе кайнă 16 ялăн пĕрлештернĕ хорне сцена çинче хăйĕн юратнă «Аннене анне тееççĕ» юррине дирижерласа юрлаттарнине, «Сувар» ыркăмăллăх фончĕн президенчĕ Тимĕр Тяпкин Станьялĕнчи Ваттисен канашĕн ертÿçине Чаптай Эльмене, уяв режиссерне - Патăрьел чăвашне Эдуард Бахмисова тата ыттисене хаклă парнесем панине, Чăваш халăх академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин çак уява хатĕрленĕшĕн тата тăван халăх йăли-йĕркине упранăшăн район пухăвĕн депутатне, унччен Вăрман Çĕктер хутлăхĕн пуçĕ пулнă Николай Хорасева тата хулаш хуçине - Чăваш таврапĕлÿçисен союзĕн председательне Сергей Сорокина Академи медалĕсене çакса янине, ытти тем тĕрлĕ хаваслă мереккене çырса та пĕтереймĕп. Пирĕн уявсене сиктерми хутшăнакан хастар çын - Ишек патĕнчи Чаканар маттурĕ Николай Фомиряков Асăну Юпи умĕнче курайпа «Ункă урлă хуркайăк вĕçет» кĕвве чун-чĕрипе тимлесе каланине çывăхран итлесе пĕр савăнтăм, пĕр хурлантăм. Юпа юррисене тахçан Кĕр çурти каçĕнче итлесе макăрнăччĕ эпĕ. Вĕсене халĕ чÿк уйăхĕнче клубсенче, ларма каçĕсенче пĕрре çамрăксене итлеттерсе кăтартсан сăваплă пулĕччĕ. Ишлей-Шарпаш ялĕсен «пĕрлештернĕ хорĕ» вирьялсен авалхи юррисене ятарласа вĕренсен, халăх умне турисен тумĕпе тухсан республикипе палăрма пултарĕччĕ. Апла тума, паллах, маттур ертÿçĕ кирлĕ. Ун пекки хальлĕхе Шупашкаркасси культура керменĕнче тупăнаймасть пулмалла-ха... Хыркассинче, Ункăпуçĕнче, Çÿлтикассинче таврипе паллă купăсçăсем, юрă ăстисем пур. Çавсене пĕрлештерме райпуху депутатне Леонид Захарова, Хыркасси ял мухтарне - музыка шкулĕн директорне Людмила Горшковăна е халăх ĕçне хĕрсе йĕркелекен ертÿçе - ял хутлăхĕн депутатне Вячеслав Спиридонова ыйтмалла мар-ши?

Чăваш таврапĕлÿçисен пĕр­лĕхĕн Шупашкар районĕнчи кураторĕ, Иккасси патĕнчи Шорккаран ятарласа килнĕ Валерий Виноградов ăсчахпа хулаш тавра ирхи хатĕрленÿ вăхăтĕнчех иккĕ çаврăнтăмăр. Пĕри те тепри хĕрсе тăрăшать. Çÿлтикассисем хĕрлĕ палан пахчине кунта куçарса килнĕнех, Салапайсен капăр купăстисем карта çумĕнче саркаланса лараççĕ, Вăрманкассем ял пÿрчĕ умне типĕтнĕ пулăсене шерепелесе çакнăччĕ. Пăхăсăн, апат-çимĕçе пахалакан комисси çитнĕ çĕре пĕр пулă та юлман! Хăмлаллă лайăх сăрапа типĕтнĕ пулă пит килĕштереççĕ çав. Çитес Хравути пуххине Вăрманкассем шыв-шур çимĕçĕпе ăмăртăва тухма палăртса хучĕç. Ку енĕпе вĕсене Атăльялсем те, Хурăнсурсемпе Кипечкассисем те çĕнтереес çук пулĕ. Çавăнпа вĕсен вăрман е хир пулăхĕнчен пĕçернипе ăмăртсан тĕрĕсрех пулмĕ-и терĕм.

Кайри Ункăпуçсем Кĕрсăрине йышлăн тухайман, анчах ял чысне тивĕçлĕ тытрĕç. Вĕсем тĕрĕслевçĕсен шăнма пуçланă аллисене вучахран кăларнă çĕрулмипе пĕçертрĕç те - çак кĕтменлĕх пурне те савăнтарса ячĕ. Çитес уява çĕрулмирен хатĕрленĕ 42 тĕрлĕ апат-çимĕçпе тата Ункăпуçсен рецепчĕпе тухма сăмах пачĕç. Хыркассисем, Атăльялсем, Кипечкассисем, Станьялсем, Çÿлтикассисем, Салапайсем, Шупашкаркассисем кĕрекисене сĕтел ури авăнмалăх çиме-ĕçме кăларса лартнăччĕ. Унта мĕн-мĕн пуррине сăнаса тухсан Шелепин «Çĕрпÿ пасарĕ» пек поэма çырăнма пултарать. Талантлă та ĕçчен пирĕн чăваш хĕрарăмĕсем! Мĕн тĕрлĕ кучченеç хатĕрленĕ, çĕр çывăрмасăр вĕретнĕ, кун кунласа пĕçернĕ. Укçашăн мар, мухтавшăн мар. Тата хăш халăх çапла тума пĕлет-ши?

Апат-çимĕç пахалакан жюрие кĕртнĕ пирки эпĕ сайра тĕл пулакан авалхи çимĕçсене сăнаса пытăм. Çÿлтикассисен «Палан пăттине», Кипечкассисен «Палан нимĕрне», Атăльялсен «Кавăн тинкĕлине», Хыркассисен «Типĕ шарккуне», Атăльялсемпе Салапайсен «Хуран куклисене» палăртрăм. Сĕт-турăх апачĕсенчен чăкăт нумайччĕ. Ытти çук. Хыркассисен кăна уйран пурччĕ, сĕтелĕ çинче катка пек кавăнсем, çĕлен пек хăярсем, ямшăк пек кишĕрсем юмахрилле катаччи чупатчĕç. Таçтан мурне эпĕ кишĕр кукăлĕ пирки: «Анне çапла пĕçерсе паратчĕ», - тесе персе ятăм та - мана çур кукăльне вăйпах тыттарчĕç. Вăл кукăле килтисем те юратса çирĕç, кишĕрне мĕнле вĕтетнине, çăмартине, çăвне мĕн чухлĕ янине тимлесе пăхрĕç. Мелне пĕлсен, ÿркенмесен çĕтĕк çăпатаран та техĕм пÿремеч тума пулать иккен!

Кĕрпе-çăнăхран тунă икерчĕ, хăпарту, кукăль кашнин сĕтелĕ çинчех тупăнчĕ, анчах кăвас икерчисем, йăвачасем, салмасем, çÿхÿ, качмăк, юсман тата ытти пачах курăнмарĕ. Шел.

Аш-какайран тунисем те пĕр евĕрлĕрех пулчĕç. Шăрттан, чашлама, шÿрпе, кукар, аш апачĕ... Çÿрме, тултармăш, тĕлкĕр, тюнтĕк тенисене шырарăм - тупаймарăм. Питтиткассисем поход хуранĕпе аш-пăшран темĕнле вăрттăн апат хатĕрлетчĕç, анчах вăл пиçсе çитейменччĕ-ха...

Ку пуçламăшĕ пулчĕ. Хравути пуххине кашни ял суйласа илнĕ пĕр-пĕр ретри апат-çимĕçпе тата хăйсем шутласа тупнă «фирменнăй» рецептпа тухма килĕшрĕç.

Кĕрсăринче сăра пахалăхне хаклама хĕн килчĕ. Мĕн тĕрлĕ сăра çукчĕ унта! Эпĕ аннепе пĕрле сăра пайтах вĕретнĕ. Лаçри хуран айĕнче виçĕ талăкĕпех йăмра каски йăсăрланса выртатчĕ, чансенчи ăслана хĕртнĕ чулсем ярса сиктереттĕм, вара улăм, хăмла çырли аври тата ытти сиплĕ курăк хунă курите тăрăх пĕчĕккĕн сăрхăнтарса юхтарса каткана пылланма лартаттăм. Урпа е ыраш салачĕпе тунă сăрана эпĕ тÿрех уйăрса илетĕп. Кипечкассинчи 82 çулхи Олимпиада Ивановна Виноградова сăрине Ылтăн Диплом панă пулăттăм. Шупашкаркассисен, Çÿлтикассисен, Атăльялсен сăрисем те Пĕрремĕш диплома тивĕçлĕ. Анчах «на вкус и на цвет товарищей нет» тесе ахальтен каламан. Хула сăрине ĕçсе çăвар тутине пăснисем йÿçек те шĕвĕ сăрасене мухтарĕç. Теприсем, ман шутпа, чăнласа чăваш сăрине ĕçсе те курман. Чĕкĕнтĕртен вĕретнĕ чÿлмек кăвасне «пылак сăра» тесе мухтакан та, ура сыппине тытакан юрай кăрчамине «сахăр янă» тесе хĕрсене ĕçме сĕнекен те тĕл пулчĕ.

Сăра ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна Малти Ункăпуç ялĕ тухрĕ. Вĕсем çĕтел çине 14 ăста тĕрлĕ рецептпа вĕретнĕ сăра савăчĕсене йĕркипе лартса тухнă. Кам вĕретнĕ, мĕн йышши сăра, мĕн-мĕн ярса пĕçернĕ – йăлтах çырса хунă. Çапла пулмалла та. Максăма, кăрчама е симпыл сăрине ыйтмарăм. Ытти виçĕ тĕрлĕ сăрине сыпса пăхрăм – çутă шевле пек «хĕр сăри» килĕшрĕ, «пыллантарнă салат сăри» çăраччĕ, çăкăр вырăннех пуласси паллă, «хăмла витерни» чехсен 12 градуслă сăринчен кая мар терĕм. Чи хаяррине Ÿ18 ĕмĕрти рецептпа вĕретнинеŸ ыйтрăм та Ÿвĕсем икĕ тĕрли пулнă-мĕнŸ, эпĕ çитнĕ çĕре юлман та иккен!

Уяв хытă кĕрлерĕ. Шилĕк тулли ташлаканччĕ. Сулланакан ÿсĕр çын пĕрре те курмарăм. Кашни ял станĕнчех, кашни ял кĕрекинчех хаваслă халăх юрлани, шăкăл-шăкăл калаçни манăн ватă чуна хавхалатрĕ. «Сирĕн кĕрекĕрсем çут хĕвеллĕ, мĕнле капăрлатма пĕлнĕ-ши? Сирĕн кăмăлăрсем пин телейлĕ, мĕнле сапăрланса килнĕ-ши? - тесе юрларĕç пирĕн ялсем. - Ай-хай хăтаçăм та тăхлачăçăм, Эпир астивнĕ Кĕрекене хăла пылсем тулса юлмĕç-ши? - терĕç вĕсем.

«Тăван кĕреки - мăн кĕреке. Кĕреки варринче - ват тăвансем... Кĕреки енне тайăлам-ши? Атте-анне енне тайăлам-ши?» - ку юррине Кипечкассисем юрларĕç пулмалла. Çаксене тăнланă хыççăн «Вунулт кĕреке хушшинче вунулт алтăр вылянать. Вунулт алтăр çитменнипе сарă янтал хускалать. Вунулт янтал шерпечĕпе тутлă чĕлхе якалать», - тесе такмакларĕç Атăльял станĕ енчен.

Тав сана, асăнупа пĕрлĕх уявĕ - чĕнтĕрлĕ кĕрекесенче кĕрленĕ Кĕрсăри!

Виталий СТАНЬЯЛ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.