Çимĕк - Троица

28 Çу, 2015

Кăçал Çимĕк ир килет: çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче. Ĕлĕк чăвашсем Çи­мĕк уявланă. Çулла пуçламăшне, тĕнче чĕрĕлсе ешернине, çурхи ĕçсем вĕçленнине палăртакан уяв пулнă вăл. Чăвашсем Православие йышăннă майăн Çимĕк Троицăпа пĕрлешсе кайнă. Троица христанствăри вуникĕ сумлă уявсенчен пĕри. Ăна Мăнкун /Пасха/ хыççăн 50 кунран уявлаççĕ.

Библи тăрăх Çветтуй Сывлăш пилĕ Христос апостолĕсем çине шăпах 50 кунран аннă. Çавна май Туррăн виççĕмĕш сăпачĕ - Çветтуй Сывлăшĕ - çынсене курăннă. Туррăн виççĕлле пĕрлĕхĕ - Ашшĕ, Ывăлĕ, Çветтуй Сывлăшĕ халăха палăрнă. Çав кунранпа - апостолсене Çветтуй Сывлăш пилленĕренпе - çĕр çинче сăваплă Троицăна палăртаççĕ.

Чиркÿсенче çак кун уяв кĕлли иртет. Çынсем çуртсене тирпейлеççĕ, тĕрлĕ курăкран милĕк туса мунча кĕреççĕ. Çакă этем те Çветтуй Сывлăшпа тасал­са çĕнелнине, ĕненÿре çирĕплен­ме шантарнине пĕлтерет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.