Комментари хушас

19 Пуш, 2015

Йăлт пĕлесшĕн ачасем: хатĕрлеççĕ ыйтусем

«Вĕренме юратман ачасем çук, кăсăклантарса яма пĕлмен аслисем пур», - шухăшпа, тен, пурте килĕшмĕ. Çапах та тĕрĕслĕхĕ пурах-тăр кунта. Арçын ачасемпе хĕр пĕрчисем çитĕнÿсемпе савăнтарасси, ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвасси ашшĕ-амăшĕнчен, вĕрентекенсенчен чылай килет. Вулав пирки те çакнах каламалла. Шăпăрлана пĕчĕкренех кĕнекепе туслаштармасан вăл каярахпа çÿлĕк енне хăех алă тăсасси пирки ĕмĕтленни кăлăхах. Çитĕннĕçем пачах расна кăсăкланусем тупăнаççĕ...

Ачасем юмахсемпе кĕске калавсене юратсах вулаççĕ. Вĕсенчи асамлă ĕçсемпе тĕлĕнтермĕш пулăмсем, ырă тата сивлек сăнарсен хирĕçтăрăвĕ, кулăшла самантсем илĕртеççĕ кăна мар, шухăша та яраççĕ. Чăн-чăн çыравçăпа тĕл пулни вара тата та ытларах савăнтарать хĕр ачасемпе арçын ачасене. Сăн-питре йăл кулă вылять, пурте тимлесе автора итлеççĕ, ыйту хатĕрлеççĕ. Ара, вĕт халăх пурне те пĕлесшĕн-çке-ха.

Çакнашкал хаваслă уява пуçтарăнчĕç те иртнĕ эрнере Шупашкарти В.Маяковский ячĕллĕ тĕп библиотекăна 27-мĕш шкулти виççĕмĕш класс вĕренекенĕсемпе учительсем. Çамрăк вулавçăсене тарават библиотекарьсемпе пĕрле Лев Кадкин кĕтсе илчĕ. Шăпах унăн «Воробьиный юг. Çерçи кăнтăрĕ» кĕнекине пахалама, çыравçăпа куçа-куçăн калаçма килчĕç-çке-ха хăнасем. Мероприятие вулавăш ĕçченĕсем уçрĕç: Лев Кириллович пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, презентаци кăтартрĕç.

Лев Кадкин Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Каçалта çуралнă. Ачаллах тăлăха юлнăскерĕн пурнăçĕ çăмăл пулман. Хура-шурне пайтах тÿснĕ, апла пулин те йывăрлăхсене парăнман, малаллах талпăннă. Мускаври чугун çул училищинчен, Красноярскри механизаторсен шкулĕнчен, Ишимскри педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çĕнĕ çĕрсем уçнă çĕрте те вăй хунă. Совет çарĕнче пулнă. Токарь, строитель, учитель, литература ĕçченĕ... - тĕрлĕ профессие алла илнĕ Лев Кириллович. «Ишимская правда», «Сельская новь» хаçатсенче ĕçленĕ. 1966-1976 çулсенче шкул директорĕн (Тюмень облаçĕ) тивĕçĕсене пурнăçланă. 1976 çултанпа Шупашкарта пурăнать. 1978-1997 çулсенче «Чувашкабель» УАОра инженерта тăрăшнă.

Тĕрлĕ çĕрте тимлесен те çыру ĕçне пăрахман Лев Кириллович. Унăн сăвви-статйи, юмахĕ-калавĕ «Молодой коммунист», «Молодежный курьер», «Кладовая природы», «Чăваш ен» хаçатсенче, «Дружба», «Çилçунат», «Тетте» журналсенче пичетленнĕ. Вулакансем çыравçăн çак кĕнекисемпе паллашма пултарнă: «Царевич Комаревич. Вăрăм тунасен çĕршывĕнче», «Детство на гору спешит. Çунатлă çунашка», «Ослиный мост. Ашак кĕперĕ». Автор хайлавĕ-сене вырăсла çырать. Чăвашла вĕсене Раиса Сарпи, Юрий Сементер тата ытти тăлмачă ăста куçараççĕ. Лев Кириллович кĕнекисем тĕлĕнмелле ырă та çутă. Чуна пырса тивмелле çырма пĕлет автор. Вăл ачасен кăмăлне туйни те, çут çанталăк илемне асăрхама пултарни те сисĕнет. Пĕр-пĕр çивĕч ыйту тавра шухăшлаттарма, ăна татса памалли çул-йĕре шыраттарма, уйрăмах ачасене, пур çыравçă та мехел çитереймест. Лев Кирилловичăн вара хăй еккипе пулса пырать ку. Тен, çавăнпа унăн юмахĕ-калавне ватти те, вĕтти те кăмăллать.

Чăваш кĕнеке издательствинче нумай пулмасть кун çути курнă «Воробьиный юг. Çерçи кăнтăрĕ» кĕнекене те вулавçăсем хапăлласа йышăнасса шанас килет. Шупашкарти 27-мĕш шкул вĕренекенĕсене кăсăклантарса яма та ĕлкĕрчĕ вăл. Литература уявĕнче çыравçă сăмахне çăвар карсах итлерĕç хĕр пĕрчисемпе арçын ачасем. Автор «Упапа кăткăсем» тата «Çерçи кăнтăрĕ» юмахсене сасăпах вуларĕ. Хайлавсемпе паллашнă хыççăн унта сăнланнă ĕç-пуçа, сăнарсене хĕрÿ сÿтсе яврĕç пухăннисем.

Хăйсене хумхантаракан ыйтусене пĕр-пĕринпе ăмăртмалла, алă тăратсах, пачĕç ачасем. Темĕн тĕрли те янăрарĕ. Хăшне-пĕрне илтсессĕн тÿрех хуравлама та аптăраса тăчĕ автор. «Мĕн-мĕн çырма палăртнă? Хăвăр хайланă произведенисенчен хăшĕ чи юратни? Сюжетсене ăçтан илетĕр? Пултарулăх çăлкуçне мĕнре тупатăр? Чапшăн е савăнăçшăн çыратăр?..» - терĕç вĕренекенсем пĕр- пĕрне пÿле-пÿлех.

Тĕлпулу, чăннипех те, савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Ачасем çыравçă ĕçĕпе, унăн кĕнекипе чунтан интересленни кăмăла çĕклерĕ. Мероприяти вĕçленсен те виççĕмĕшсем саланма васкамарĕç. Лев Кирилловича сырса илчĕç те сăн ÿкерĕнчĕç, каллех ыйтусем пачĕç. Хăшĕ-пĕри вара кăларăма уçса пăхма ирĕк ыйтрĕ, ÿкерчĕксене курма хыпăнчĕ. Чи пахи - çакнашкал кĕнеке уявĕшĕн кашниех тав турĕ, çыравçа çĕнĕ хайлавсем шăрçалама çирĕп сывлăх, вăй-хал сунчĕ.

Черетлĕ хутчен хам курса ĕнентĕм: ачасем вуçех вуламаççĕ тени тĕрĕс мар! Ырă тĕслĕх çеç кăтартмалла вĕсене. Хамăр вуламастпăр тăк пĕчĕкскерсенчен мĕн кĕтетпĕр? Ывăл-хĕре тивĕçлĕ воспитани парас тетпĕр тĕк вĕсенчен мар, хамăртан пуçламалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.