Комментари хушас

13 Кăрлач, 2015

Пакунлă Юрпикесем

Мĕнешкел парнесемпе килнĕ те - прокуратура ĕçченĕсем ачасемшĕн чăннипех Юрпике вырăнне пулчĕç. Республика прокуратурин ĕçченĕсем йăлана кĕнĕ йĕркепе Çĕнĕ çул ячĕпе Кÿкеçри ачасен интернат çуртĕнче пулчĕç.

Çул çитменнисемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен, прокурорсем гражданла тата арбитраж процесне хутшăнассине тивĕçтерекен пайсен аслă прокурорĕсем А.Савельева тата И.Иванова ачасем валли тем тĕрлĕ парне илсе килнĕ: хаклă музыка оборудованийĕ, ноутбук, принтер, тĕрлĕ тетте, вăйăсем... Пĕтĕмпех прокуратура ĕçченĕсем пухнă укçапа туяннă. Ăлкăна пухăннă ачасенчен пĕри те парнесĕр юлмарĕ. Пакунлă тусĕсене тав туса вĕсем сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç.

Сăмах май, асăннă интернатра паян 129 ача. Вĕсенчен 76-шĕ - тăлăхсем, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнисем.

К.НИКОЛАЕВ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.