Комментари хушас

22 Чÿк, 2014

Авторсемпе пĕрле паллă турĕ

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательстви çуралнă кунне паллă турĕ - Чăваш Республикинчи чи ватă предприятисенчен пĕри 94 çул тултарчĕ. Издательствăна уявпа саламлама Е.Ф.Васильева, Н.Г.Иванова, Т.В.Артемьева, Е.Н.Жачева, Ю.М.Виноградов, Е.А.Мулюкова, Р.И.Гурьева, О.И.Печников, Г.А.Максимов, Н.П.Петров /Ишентей/, А.А.Тарасов, М.З.Захаров /Мерчен/ авторсем, И.В.Алексеев, Н.А.Васильева, С.А.Бритвина, З.И.Чернова художниксем килчĕç.

Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, коллектива тата авторсене тухăçлă ĕçшĕн тав турĕ, пултарулăхра ăнăçусем сунчĕ. Авторсен хушшинче - паллă ăсчахсем, çыравçăсем, поэтсем, аслă шкулсен преподавателĕсем, вĕрентекенсем.

Издательствăн тĕп редакторĕ Валерий Алексеев хăнасене 2014 çулта кун çути курнă кĕнекесем çинчен каласа кăтартрĕ. Кусем - ăслăлăхпа ача-пăча литератури, А.Мĕтри Кипекĕн, Л.Таллеровăн, Д.Михлеевăн, Г.Максимовăн, А.Павловскаян, Улькка Эльменĕн илемлĕ хайлавĕсем, тăван тăрăх историйĕпе тата культурипе, чăваш, вырăс литературипе çырнă вĕренÿ пособийĕсем, ытти тĕрлĕ кăларăм.

Издательство - кĕнеке кăларакан организаци çеç мар. Вăл - тăван тăрăх историйĕпе, тăван чĕлхепе, йăла-йĕркепе кăсăкланакан, харăсах темиçе проектпа ĕçлекен, пултаруллă çынсен пĕрлешĕвĕ. Кăçал «Чăваш Республикин Президенчĕн библиотеки», «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмсем пуянланчĕç. Арсений Тарасовăн, Геннадий Кирилловăн алçырăвĕсем пичетленсе тухрĕç. «Государственные символы Чувашской Республики: история создания, проекты, документы и материалы» кĕнеке, Геннадий Айхин çырнисен пуххин 3-мĕш томĕ кун çути курчĕç. Ухсай Яккăвĕн çырнисен пуххин 6-мĕш томĕпе, «И.Я.Яковлев в изобразительном искусстве» альбомпа паллашма пулать.

Часах Чăваш Республикин археологи карттин 2-мĕш томĕ, «Композиторы Чувашии» библиографи справочникĕ, Юрий Артемьевăн литературăпа тавра пĕлÿ статйисен пуххи, «Чуваши Присвияжья: история и культура» авторсен тĕпчевĕ пичетрен тухĕç.

Чи пархатарлă вулакансем, ачасем, патне Çĕнĕ çулччен чăвашла хайлавсем - Елен Нарпин /алçырусен конкурсĕн çĕнтерÿçи/ повеçĕ, Ара Мишшин, Аркадий Русаковăн тата ыттисен калавĕсем - çитĕç.

Чăваш кĕнеке издательствин ăнăçăвĕсем сотрудниксем професси тĕлĕшĕнчен ăста пулнипе те çыхăннă, çавăн пекех авторсем, кĕнекесене хатĕрлекенсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Валерий Алексеев вĕренÿ пособийĕсен, тавра пĕлÿ тата ăслăлăх кĕнекисен уйрăм пĕлтерĕшне палăртрĕ: «Кирек мĕнле регион историйĕ те хăйне евĕрлĕ. Хамăрăн истори тымарĕсемпе çыхăнăва çухатмалла мар. Пирĕнпе историпе чун-чĕререн кăсăкланакан çынсем çыхăну тытаççĕ».

О.Печников асăрханă тăрăх - чăн-чăн хастарсем çеç вĕренÿ пособийĕсем, тавра пĕлÿ кĕнекисем хатĕрлес енĕпе ĕçлеççĕ. Чăваш кĕнеке издательствипе 37 çул çыхăну тытакан Т.Артемьева редакторсемпе кĕнекесем хатĕрлекенсен пĕрлехи вĕренĕвĕн курсне йĕркелеме сĕнчĕ.

Хăнасем кĕнеке продукцийĕн пĕчĕк куравĕпе паллашрĕç.

 

Н.ОСИПОВА

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.