Комментари хушас

22 Чÿк, 2014

Юрă уявĕнчен Акатуя çити

Чăваш Енре юрă уявĕсене хăçан паллă тума пуçланă?

Н.ЗИНОВЬЕВА.

Тăвай районĕ.

Юрă уявĕсем - халăх хутшăнса ирттерекен пĕр кунлăх уявсем. Пирĕн республикăра вĕсене Акатуй уявĕн йăлисене никĕсе хурса 1953 çултанпа йĕркелеççĕ. Вĕсене ирттермешкĕн XX ĕмĕрти 30-40-мĕш çулсенчи искусствăсен /халăх пултарулăхĕн/ олимпиадисен, çавăн пекех Балтика тăрăхĕнчи республикăсенчи наци юрă уявĕсен тĕслĕхĕпе усă курнă. Унта та тĕп вырăнта нумай пинлĕ пĕрлештернĕ хор пулнă.

Каярах вĕсене ĕçпе юрă уявĕ тесе калама пуçланă. Совет тапхăрĕнче фольклортан пăрăннă, уява та политикăпа çыхăнтарнă. Çакна 3-мĕш уява - Шупашкар 400 çул тултарнине, 5-мĕшне - Октябрĕн 40 çулне, 7-мĕшне - КПСС XXI съездне, 9-мĕшне КПСС XXII съездне халаллани те çирĕплетнĕ.

Республикăри ĕçпе юрă уявĕсене унта хутшăнакансене малтанах ялсенчи, хуласенчи тата районсенчи ĕçпе юрă уявĕсенче суйласа илсе ирттереççĕ. Малтанах кашни çулах йĕркеленĕ.

1990 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономине туса хунăранпа 70 çул çитнĕ тĕле республикăри Акатуй уявне /çак ятпа/ пуçласа паллă тунă. Малалла ăна юбилейсене - Çĕнтерÿ кунне, Республика кунне - халалланă. Юлашки çулсенче ăна Республика кунне уявланă вăхăтра йĕркелеççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.