Ас тăвăм

9 Утă, 2014

«Тавах ывăла манманшăн»

Çак сăмахсене Çурçĕр Кавказра вилнĕ Леонид Пучковăн амăшĕ Галина Александровна ывăлĕн ĕçтешĕсене тав туса каларĕ. «Полици тумĕллĕ çынсене курма кăмăллă та, çав вăхăтрах чун та ыратать...» - тет хуйхăллă хĕрарăм. Анчах йĕркелĕх хуралçисене пулăшушăн, тĕрев кÿнĕшĕн тав тăвать.

3 Утă, 2014

Вунă çул Андриянсăр...

Ун çинчен иртнĕ вăхăтпа çырма пĕртте çăмăл мар. Шелсĕр вилĕм ăна шăпах çавăн чухлĕ çул каялла тăван халăхăмăртан уйăрса кайрĕ. Хăй çуралнă, ялан асра тытнă тăван кĕтесĕнче канăç тупрĕ, чунĕ çăлтăрсем патне ăсанчĕ. Ячĕ чăваш тĕнчи хăйĕн мухтавлă ывăлĕ вырăнне йышăннă пин-пин çын чĕринче-асĕнче упранать.

30 Çу, 2014

Пуля айĕнчи интервью

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паллă журналист тата çыравçă Федот Александрович Çитта çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тума вăл çуралса ÿснĕ яла – Патăрьел районĕнчи Йăлăма - халăх нумайăн пухăнчĕ: ял çыннисем, тăванĕ-хурăнташĕ, район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, Иван Майоров, Шупашкартан паллă журналистсемпе çыравç

29 Çу, 2014

Канашра - вертолет-палăк

Ĕнерхи кун Канаш çыннисен асĕнче нумайлăха юлĕ. Хулан тĕп тÿремĕнче хăюлăхпа паттăрлăх монументне - вертолет-палăка - уçрĕç. Кунта çамрăк çарçăсем, кадетçăсем, пограничниксен çамрăк тусĕсем, çĕр-шыв чиккине сыхланă ветерансем, Афганистанри, Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннисем ирех пухăннă.

Pages