Ас тăвăм

30 Ака, 2014

«Ас тăвăм вахтине» тăчĕç

Студентсен «Ас тăвăм» шырав отрячĕ кашни çулах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче хаяр тăшманпа çапăçса пуç хунă паттăрсен вил тăприсене шыраса тупма вăрçă шавĕ кĕрленĕ вырăнсене тухса каять.

10 Ака, 2014

Юрă çапла çуралнă

2014 çулхи нарăс уйăхĕнче музыка искусствине юратакансем Раççейĕн паллă композиторĕ Аркадий Ильич Островский çуралнăранпа 100 çул çитнине палăртрĕç. Шел, унăн кун-çулĕ 53 çул çурăрах татăлнă. Çапах та кĕске ĕмĕрĕнче вăл халăх асне ĕмĕрлĕх кĕрсе юлнă сахал мар вилĕмсĕр юрă-кĕвĕ çырса хăварма ĕлкĕрнĕ.

7 Пуш, 2014

Сумлă ентешсен йышĕнче

Иван Ивник /Николаев/ поэт-лирик, куçаруçă, публицист Вăрнар районĕнчи Çавалкас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Нарăсăн 27-мĕшĕнче паллă ентешĕмĕр çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Çак кун унăн пултарулăхне хаклакансем Туçи Мăрат шкулĕнче пухăнчĕç. Кунта поэта асăнса йĕркеленĕ литературăпа юрă-кĕвĕ каçĕ иртрĕ.

Pages