Сумлă ентешсен йышĕнче
Иван Ивник /Николаев/ поэт-лирик, куçаруçă, публицист Вăрнар районĕнчи Çавалкас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Нарăсăн 27-мĕшĕнче паллă ентешĕмĕр çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Çак кун унăн пултарулăхне хаклакансем Туçи Мăрат шкулĕнче пухăнчĕç. Кунта поэта асăнса йĕркеленĕ литературăпа юрă-кĕвĕ каçĕ иртрĕ.
Çавалкас çĕрĕнче хăнасене - Чăваш халăх поэтне Ю.Сементере, РФ тава тивĕçлĕ, чăваш халăх артисткине В.Смирновăна, Вăрнарсен ентешлĕхĕн ертÿçин çумне С.Васильева, филологи докторне В.Родионова, Вĕренÿ институчĕн доцентне Н.Ивановăна çăкăр-тăварпа ырă сунса кĕтсе илчĕç. Унтан Иван Ивник 1921-1924 çулсенче вĕреннĕ Туçи Мăрат шкулĕ çине вырнаçтарнă Асăну хăмине уçрĕç.
Литературăпа юрă-кĕвĕ каçне Вăрнар район пуçлăхĕ Валерий Шумилов уçрĕ. Вăл çавăн пекех К.Маркс ячĕллĕ хуçалăха ертсе пырать. Çавна май пултаруллă поэта кун çути кăтартнă çĕр çинче ĕçлекенсен кулленхи пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ. Асăну каçне районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ертсе пычĕç. Вĕсем поэтăн кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
...Шел, Иван Ивник çуралса ÿснĕ çурт сыхланса юлман. Пулас поэт çарран чупса çÿренĕ урам та хальхи вăхăтра çук. Çавалкасра пурăнакансен хушшинче ăна ас тăвакан кÿршĕ-аршă та юлман. «Апла пулин те тăван çĕр-шывра пултаруллă çак çынна манман. Вăл чи сумлă, хисеплĕ ентешсен шутĕнче», - терĕ шур сухаллă ватă Иван Кустин.
Ивникĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă. 28 çул çеç пурăннă вăл. Çапах та пысăк ĕçсем туса хăй пирки ĕмĕрлĕх ырă ят хăварнă. Ивник пĕлÿ патне ăнтăлнă, çĕнĕрен те çĕннине ăса хывма тăрăшнă. Тĕрлĕ редакцире ĕçленĕ, вырăс классикĕсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă, К.Иванов ячĕллĕ литература музейĕн пĕрремĕш директорĕ пулнă... Поэтăн пурнăçне усал чир татнă. Мăшăрĕ тата икĕ ачи тăлăха юлнă.
«Сывлăм йĕрĕ юлчĕ çырура...» кĕнекене кĕнĕ кун кĕнекисем ентешĕмĕр мĕнле пурăннине, ĕçленине туллин кăтартаççĕ, мĕн тÿснине ăнланса илме пулăшаççĕ. Ăна Н.Ильина хатĕрлесе кăларнă. 2014 çулта кун çути курнă кĕнекене поэтăн халĕччен пичетленмен 200 яхăн хайлавĕ кĕнĕ.
Иван Ивникĕн турă панă пултарулăхĕ тапса тăнине унăн сăввисем туллин çирĕплетеççĕ. Кăмăл-туйăма çут çанталăк илемĕпе шайлаштарса, сăнарлатса ирĕке кăларма пултарнă вăл. Çепĕç, янăравлă, чун-чĕрене тыткăнлакан йĕркесем... Ачасем валли çеç мар, аслăрах ÿсĕмрисен кăсăкланăвне тĕпе хурса та çырнă вăл. Чылай сăввине композиторсем юрра хывнă. Уяв каçĕнче Туçи Мăрат, Мăн Явăш, Нурăс шкулĕсенче вĕренекенсем вĕсене пĕрин хыççăн теприне вуларĕç. Итленĕçемĕн итлес килчĕ. Ачасем хăпартланăвне кура кăмăлăм çĕкленчĕ: çитĕнекен ăру поэтăмăра асра тытасси иккĕлентермерĕ. Чăрăш Хирлеп шкулĕн вĕрентекенĕ С.Ильина Ивнике халалласа çырнă сăввине вуласа пачĕ.
2005 çулта республикăра Иван Ивник ячĕллĕ премие çирĕплетнĕ. Уяв каçĕнче маларахри çулсенче çак премие тивĕçнисене ятарлă паллăпа чысларĕç. Кăçалхи лауреат - Валерий Кошкин публицист, поэт. Çав кун вăл тепĕр наградăна та тивĕçрĕ. Вăрнар район хаçачĕн редакторĕ В.Николаев çыравçăна А.Емельянов ячĕллĕ премипе чыслани çинчен пĕлтерчĕ.
Литература каçне юрă-кĕвĕ пуянлатрĕ. Валентина Смирнова Иван Ивник сăввисемпе çырнă юрăсене шăрантарчĕ. Шкул ачисем чăваш ташшипе тĕлĕнтерчĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем паллă ентешĕсене асăнса, вĕсен пултарулăхне сума суса ирттерекен уявсене йăлана кĕртме калаçса татăлчĕç.
В.БАГАДЕРОВА
Комментари хушас