Ас тăвăм

6 Пуш, 2014

«Те вилме, те чĕрĕ юлма çула тухрăм»

Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă Ф.Стекловăна чылай çул пĕлетĕп. Иксĕмĕр те Хĕвел тухăç микрорайонĕнче пурăннă пирки тăтăшах курнăçатпăр. Феодора Ивановна Тăвай районĕнчи Çĕнçырмара çуралса ÿснĕ.

1 Пуш, 2014

Юрă сăмахĕсем манăçсан та... Анфиса Смелова аса килет

Шупашкарти «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнчи Çар Мухтавĕн монуменчĕ патĕнче тăратăп. Ăна 1980 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче уçнă. Амăшĕпе салтак сăнарĕ урлă Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паттăрлăха кăтартнă. Çакăнтах сÿнми çулăм ялкăшать.

19 Нарăс, 2014

Салтакăн чи пысăк телейĕ

ЧР Патшалăх хальхи вăхăтри истори архивĕнче, архивсен пĕрлештернĕ фондĕнче, Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçин ветеранĕн, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Аркадий Самаринăн /1919-2000/ докуменчĕсем упранаççĕ. Аркадий Алексеевич çуралнăранпа кăçалхи кăрлачра 95 çул çитрĕ. Тĕлĕнмелле çак çын пирки вулавçăсене каласа кăтартас килет.

Кам-ха вăл, ăçта çуралнă, мĕн ĕçлесе пурăннă?

18 Нарăс, 2014

Палăк умне чечексем хунă

Нарăсăн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Çĕнтерÿ» асăну комплексĕнче интернационалист салтаксен палăкĕ умне чечексем хунă çĕре хутшăннă.

14 Нарăс, 2014

Вĕсен ячĕ ĕмĕре

Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Шăхаль тĕп шкулĕнче Афганистанра 1983 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ ентешĕмĕре, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Юрий Иванова асăнса волейбол турнирĕ иртрĕ. Çак ăмăртăва пуçласа 2004 çулта йĕркеленĕ. Унтанпа шăпах 10 çул иртрĕ. Çавăн пекех кăçал Совет Союзĕн çарĕсене Афганистан çĕрĕнчен илсе тухнăранпа 25 çул çитнине те асăнса хăвармалла.

Pages