Вĕсен ячĕ ĕмĕре

14 Нарăс, 2014

Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Шăхаль тĕп шкулĕнче Афганистанра 1983 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ ентешĕмĕре, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Юрий Иванова асăнса волейбол турнирĕ иртрĕ. Çак ăмăртăва пуçласа 2004 çулта йĕркеленĕ. Унтанпа шăпах 10 çул иртрĕ. Çавăн пекех кăçал Совет Союзĕн çарĕсене Афганистан çĕрĕнчен илсе тухнăранпа 25 çул çитнине те асăнса хăвармалла.

Афган тăрăхĕнче хĕсметре тăнă интернационалист салтак пирĕн таврара чылай. Вĕсен йышĕнче вунă ентеш: Владимир Александров, Юрий Иванов, Станислав Краснов, Рудольф Матвеев, Николай Петров, Сергей Петров, Геннадий Протопопов, Николай Федоров, Эдуард Хветти, Валерий Чернов. Вĕсем чăннипех те мухтава тивĕç. Шел, кунсем иртнĕçемĕн, çулсем шунăçемĕн вĕсем те пирĕнтен уйрăлаççĕ. Анчах халăх асĕнчен çак салтаксем нихăçан та тухмĕç.

Юрий Иванов ячĕ те чылайăшĕн чĕринче упранать. Интернационалист салтака халалланă ăмăртăва уçма Вăрмар район пуçлăхĕ Михаил Пуклаков, район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Юрий Соколов, Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов, шкул директорĕ Альбина Мирошкина, Афганистан вăрçин терт-нушине тÿссе ирттернĕ салтак Геннадий Васильев, çавăн пекех учительсемпе вĕренекенсем, ял-йыш хутшăнчĕç.

Ăмăрту çÿллĕ шайра иртрĕ. Каçхи ултă сехет хăш вăхăтра çитни те сисĕнмерĕ. Судьясем чи пултаруллисене, чи çивĕч вылякансене палăртрĕç. Хĕрÿ тупăшура Юрий Иванов паттăр интернационалист салтак ячĕллĕ куçса çÿрекен кубока «Урмарское» АУО спортсменĕсем çĕнсе илчĕç. 2-мĕш вырăнта – Чулкаç вăтам шкулĕн ачисем. 3-мĕш вырăна Тикаш ялĕн хастарĕсем тухрĕç. Шăхаль ял тăрăхĕн чысне икĕ ушкăн - çитĕннисем тата шкул ачисем - хÿтĕлерĕ. Вĕсем чи вăйлисен ретне тăраймарĕç пулин те маттур вылянине палăртмалла.

Хальхи вăхăтра кирек мĕнле мероприятие те пулăшусăр ирттерме çăмăл мар. Асăннă турнира йĕркелеме те спонсорсем хастар хутшăнчĕç. Ăмăртăва малашне те çÿллĕ шайра ирттерессе шанас килет. Паттăрсен ячĕ нихăçан та манăçмĕ.

Алина ТРОФИМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.