Комментари хушас

6 Пуш, 2014

«Те вилме, те чĕрĕ юлма çула тухрăм»

Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă Ф.Стекловăна чылай çул пĕлетĕп. Иксĕмĕр те Хĕвел тухăç микрорайонĕнче пурăннă пирки тăтăшах курнăçатпăр. Феодора Ивановна Тăвай районĕнчи Çĕнçырмара çуралса ÿснĕ. Пĕр вăхăт ял Канашĕнче, шкулта секретарьте ĕçленĕ, вăтăр çул ытла Канашри лавккара сутуçăра тăрăшнă, «Суту-илÿ отличникĕ» хисеплĕ ята, «Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ.

Ф.Стеклова вăрçă çулĕсемпе Ленинград облаçĕнчен Берлина çитнĕ. Балтика тăрăхĕнчи республикăсене, Польшăна ирĕке кăларнă. Ăна «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Аслă Главнокомандовани темиçе хутчен тав тунă.

- Паллах йывăрччĕ. Çапах та телейлех çав эпĕ. Мĕншĕн тесен чăвашсен паллă артисчĕсемпе Вера Кузьминапа тата Николай Степановпа пĕрле вĕреннĕ, - аса илчĕ Феодора Ивановна.

Вăрçă иккĕмĕш çул пынă. Феня вун саккăр тултарнă. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче районти çар комиссариатĕнчен хут килнĕ. Хĕр Тăвайне тухса утнă. Унта çитсен унăн хăлхине «Çак хĕрĕн ĕнтĕ ашшĕпе пĕр кунта вăрçа тухса каймалла. Амăшĕ мĕнле чăтĕ-ши?» - сăмахсем кĕнĕ. Феня йĕрсе ярас мар тесе хăйне аран-аран тытса чарнă. Ăнланнă ăна çар комиссариатĕнче ĕçлекенсем. Ашшĕне фронта маларах, хĕрне тепĕр икĕ кунтан ăсатма йышăннă. Комисси витĕр тухсан Феньăна килне янă. Мĕн курни-илтнине йăлтах амăшне каласа панă. Иккĕшĕ те тăраниччен макăрнă. Ашшĕ те, икĕ вăрçăра пулнăскер, куçĕсене кĕпе çаннипе шăла-шăла илнĕ.

- Мана вăрçа ăсатнă чухне шкулта вĕрентмерĕç. Пурте манпа сыв пуллашма тухрĕç. Эх, аса илме питĕ йывăр çав саманта. Те вилме, те чĕрĕ юлма çула тухнă эпĕ ун чухне. Чĕрене ыраттарса, чуна хурлантарса уйрăлтăм кил-йышпа, шкулпа, - тет ветеран.

Шупашкарта икĕ уйăх çурă телеграфистка-морзеисткăна вĕрентнĕ. Унтан фронта янă. Феодора Волхов фронтĕнчи çыхăну полкне лекнĕ. Вĕсен тивĕçĕ - çар операцийĕ ирттернĕ чухне пĕтĕм чаçпе çыхăну тытса тăрасси.

Тем те пулать вăрçăра. Пĕррехинче тĕлĕнмелле майпа вилĕмрен çăлăнса юлнă Тăвай хĕрĕ. Ленинград облаçĕнче пулса иртнĕ вăл. Телеграфисткăсем тĕрлĕ чаçрен илнĕ сведенисене, приказсене, сводкăсене штаба кайса панă. Çав кун нимĕç татти-сыпписĕр персе тăнă. Мĕнле пулсан та донесенисене кирлĕ çĕре çитермелле. Çĕр пÿртре наушниксемпе ларакан хĕрсем çак ĕçе черетпе тума тĕв тунă. Феня чи хĕрринче, алăк çумĕнче пулнă пирки унтан пуçлас тенĕ.

Тулта хăрушă, çĕр айăн-çийĕн çаврăнать. Выртса шума тивнĕ. Нумай та каяйман - хыçалта питĕ хыттăн шартлатса çурăлни илтĕннĕ. Феня çаврăнса пăхнă та... Çĕр пÿрт вырăнĕнче пысăк шăтăк çеç курăннă.

- Турă çырни пулчĕ-ши ку е хамăн телейĕм çавнашкал-ши? Хĕрсене вара питĕ шел, çамрăклах пĕтрĕç. Хăшĕ-пĕри каччăпа чуп туса та курманччĕ, - ассăн сывларĕ Ф.Стеклова.

Ленинград блокадинче пурне те çав тери йывăр пулнă. Уйрăмах апат-çимĕç енчен. Хăш чухне ăша темиçе талăк пĕр чĕптĕм те яман. Кун пек чухне çиме мĕн юрăхлă, çавна çăвара хыпнă.

Çăмăл аманнă хыççăн Феодорăна санчаçе куçарнă. Суранланнисене пăхнă вăл. Наступлени хыççăн çĕнĕ вырăна куçарнă. Санчаç валли уйăрнă çурта тĕрлĕ ăпăр-тапăра йăтса кайнă чухне чăматанран пĕр çыру тухса ÿкнĕ. Каç енне, шыв хатĕрлес тесе юр илме тухсан, Феодора патне чипер те яштака пÿ-силлĕ артиллерист пырса сывлăх суннă:

- Чиперкке, эсĕ Феодора Ивановăна /хĕр чухнехи хушамачĕ/ пĕлетĕн-и? Тупма çук-ши ăна?

- Мĕн тума кирлĕ-ха вăл сана?

- Çыру тупрăм, ăна Чăваш АССРĕнчен янă. Хам та унтан... Ентеше курас килчĕ.

- Эсĕ вара чăвашла пĕлетĕн-и-ха? - ыйтнă Феодора.

Иккĕшĕ те хыттăн кулса янă. Чылайччен калаçнă вĕсем. Вĕсене тăвана тĕл пулнă пекех туйăннă. Миша Тимофеев Муркаш районĕнчи Çатракасси çынни пулнă.

Урăх пĕр-пĕринпе тĕл пулма тÿр килмен. Вăрçă хыççăн Мишша Çĕнçырмана пырса кайнă. Ял хĕрĕсен чĕрисене вут хыптарса хăварнă вăл. Ун пек хитре каччăна епле куç хывмăн-ха.

Вăрçă хыççăн Ф.Стеклова вăрçăран аманса таврăннă, Канаш районĕнчи Сухайкасси шкулĕнче ачасене физикăпа математика вĕрентекен Валериан Егоровича качча тухнă. Пĕр ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Çемье пуçĕ виçĕ çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Халĕ Феодора Ивановна пĕчченех пурăнать. Хулара иртекен пысăк мероприятисене ăна яланах чĕнеççĕ. Шкул ачисемпе, салтака кайма ят тухнă çамрăксемпе тĕл пулать. Аса илмелли, каласа памалли вара унăн темĕн чухлех.


Виталий АЧЧА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.