Ас тăвăм

23 Кăрлач, 2014

Ĕмĕр асăмра

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпÿкассинче çуралса ÿснĕ Зоя Сывлăмпин «Мĕнле-ши пурăнать анне?» сăввине вуласан канлĕхе çухатрăм. Унта чăваш хĕрарăмĕн йывăр пурнăçне кăтартса панăран-ши - аннен çăмăл мар шăпи куç умне тухса чуна ыраттарма тытăнчĕ.

Эпир аттепе аннен - пилĕк ывăл. Шел, анне виçĕ çул каялла çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Мăшăрсăр 50 çул ытла пурăнчĕ. Атте, вăрçă инваличĕ, пилĕк ывăлĕ валли çĕнĕ çурт лартса пĕтерес умĕн вилчĕ. Анне урăх качча кайма шухăшламан, пире тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе çын тăвас тесе тăрăшнă.

18 Кăрлач, 2014

Палăка тирпейленĕ

Фашизма çĕнтернĕренпе вун-вун çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Фронтран таврăнайман ентешĕсене ял-йыш ĕмĕрех асра тытать.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнса Канаш районĕнчи Шăхальте лартнă палăка та ял çыннисем пăхсах тăраççĕ, ăна çĕнетсе тирпей-илем кÿнĕ, тавралла карта тытнă.

Палăртнă кун кунта ял çыннисем, ветерансем пухăннă. Район администрацийĕн пуçлăхне Владислав Софронова, республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Тăвай тата Канаш районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн ĕçченне Андрей Наймушина ăшшăн кĕтсе илнĕ.

26 Раштав, 2013

Авиаци полкĕн командирĕ

Пĕр ĕмĕр каялла, 1913 çулхи чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Етĕрне уесĕнчи /халĕ - Муркаш районĕ/ Çĕмĕртлĕх Чемей ялĕнче çуралнă Борис Васильев ентешĕмĕрсенчен чи малтанхисен йышĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ.

Pages