Мухтавлă пурнăç çулĕ

30 Ака, 2014

Комсомольски тăрăхĕнче 1909 çулта Аслă Çĕрпÿелте çуралнă Василий Разумов вице-адмирал пирки илтмен çын çук пулĕ. Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн В.Разумов инженер-вице-адмирала I степень Тăван çĕр-шыв вăрçин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Ялав, икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр, Польша халăх республикин «Крест Храбрых» орденĕсемпе тата ултă медальпе наградăланă. СССР Оборона министрĕ, Совет Союзĕн Маршалĕ Р.Малиновский тата Совет Союзĕн Маршалĕ А.Гречко унăн ĕçне пысăка хурса хакланă.

Пуриншĕн те тĕслĕх

Мухтавлă адмирал мĕн виличченех çуралнă кĕтесĕпе тачă çыхăну тытнă. Тăван тăрăхра ăна паян та сума сăваççĕ. Василий Разумов çуралнăранпа ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче 105 çул çитет.

Йăвашкелте пурăнакан Евгений Орешкина мĕн ачаран Василий Разумов ĕçĕ-хĕлĕ кăсăклантарнă.

- Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чухне пирĕн пионер дружини Василий Разумов ячĕпе хисепленетчĕ. Шкулта унăн пурнăçĕпе паллаштаракан стенд пурччĕ. Тăхтав вăхăтĕнче тăтăшах унта пырса тăраттăм та шухăша каяттăм: ентешĕм вице-адмирала çитни тĕлĕнтеретчĕ, - каласа кăтартать Евгений Алексеевич.

Салтака кайма ят тухсан Инçет Хĕвел тухăçĕнчи Лăпкă океан флотне лекет каччă. Сăмах май, Василий Разумов çамрăк офицер Инçет Хĕвел тухăçĕнчи Тинĕс-Çар флотĕнче шыв ай кимми çинче хĕсметре тăнă. Тивĕçе пурнăçланă хыççăн Евгений Орешкин контрактпа çар ретĕнчех юлать. Флотрах юлма тĕв туса мичмана вĕренет.

- Шăллу часах тухса каять, пире ватлăхра кам пăхĕ? - çырса ярать амăшĕ.

Çемьере пилĕк ывăл та пĕр хĕр Орешкинсен, ултă ача хушшинче пăхаканни тупăнатчĕ пулĕ те... Çывăх çыннисем хистесех чĕннине кура çапах та таврăнма шухăшлать Евгений.

- Ан кай. Йăнăш çул суйлатăн. Кайран мана нумай асăнăн, нумай ÿкĕнĕн, - тет замполит. Мĕнех, ашшĕ-амăшĕн сăмахĕ саккун, пĕчĕкрен вĕсене итлеме хăнăхнă. Чăваш Енех таврăнать вара. Çапах та мухтавлă ентеше пуçран кăларман. Тăван тăрăхра унăн палăкне лартас шухăш канăçсăрлантарма тытăннă Е.Орешкина.

Пур професси те аван

- Ача чухне пирĕн, арçын ачасен, пĕрмай велосипед ванатчĕ. Юсама парка сĕтĕрсе каяттăмăр. Вăтаннăран пулăшу ыйтма хăюлăх çитместчĕ. Хăйсем сăмах хушасса кĕтсе тăраттăмăр, - аса илет Евгений. Çавăн чухнех: «Пурнăçра кирлĕ професси ку», - тесе шухăшланă вăл. Яла таврăнсанах Кÿкеçе сварщике вĕренме вĕçтерет. Кайран ялти кирпĕч заводне вырнаçать. 20 çул ĕнтĕ кирпĕч çапнă çĕрте тăрăшать.

Евгений Алексеевичăн 2 ывăл. Асли Дима çара каяс умĕн нимĕн те шарламан. Килтен тухса ял вĕçне çитсен: «Атте, эпĕ те сан çулупах кайрăм», - тесе шăнкăравланă. Куçран калама именнĕ. Пĕр çул тинĕс пехотинче пулнă вăл. Çартан командир янă Тав çырăвне стена çинех çакса хунă Евгений Алексеевич.

Пĕччен сурсан типсех пырать...

Тинĕс-Çар флотĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçланисем пĕрле пухăнса моряксен ячĕпе Комсомольскинче палăк уçма палăртаççĕ. «Патăрьелсен пур, пирĕн мĕншĕн çук?» - текен ыйту канăçсăрлантарать чылайăшне. Шупашкарти моряксен общество организацийĕ пулăшнипе таçта та çитеççĕ. Кашни хăй ятăн укçа хывать. Комсомольскинче 9 тăваткал метр уйăрса пама ыйтса Патшалăх Канашне çырупа тухаççĕ. Тивĕçлĕ йышăнăва кĕтсе илсе мрамор хăма вырнаçтарнă хыççăн якорь шырама пикенеççĕ. Вак-тĕвек кăна пулĕ, уншăн та чупмалла. Кĕçех музей тĕлĕнче палăк уçăлать.

Разумов ячĕпе - Асăну хăми

Моряксен ячĕпе палăк пур. Василий Разумов пирки вара - нимĕн те çук. Шкул ачисем те ун çинчен пĕлсех каймаççĕ. «Ачасен историе пĕлмеллех. Сумлă çынсене пушшех асран кăлармалла мар», - канашлаççĕ моряксем. Кăçалхи пуш уйăхĕнче ĕçе пуçăнаççĕ. Ÿркенмесен, тăрăшсан çÿллĕ тăва та тепĕр май çавăрса лартма пулать иккен. Паян Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн умĕнче чаплă лару-тăрура Василий Разумов ячĕпе мемориал хăма уçăлать. Шкул унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки пуян стенд хатĕрленĕ. Вице-адмирал ячĕпе çак кун шкулта район ачисен хушшинче шашка турнирĕ иртĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.