Канашра - вертолет-палăк

29 Çу, 2014

Ĕнерхи кун Канаш çыннисен асĕнче нумайлăха юлĕ. Хулан тĕп тÿремĕнче хăюлăхпа паттăрлăх монументне - вертолет-палăка - уçрĕç. Кунта çамрăк çарçăсем, кадетçăсем, пограничниксен çамрăк тусĕсем, çĕр-шыв чиккине сыхланă ветерансем, Афганистанри, Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннисем ирех пухăннă.

Уява Раççей Геройĕсем Николай Гаврилов, Вячеслав Бочаров, Евгений Борисов, Раççей халăх артисчĕ, телеертÿçĕ Леонид Якубович, сумлă ытти хăна хутшăнчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене Пограничник кунĕ ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Ас тăвăм палăкне уçни çамрăк ăрăвăн шухăш-кăмăлне çирĕплетме пулăшас, ывăлĕсене çухатнă ашшĕ-амăшне палăк умĕнче пуç тайса ĕмĕрлĕхех ячĕсене асра тытма витĕм кÿрес ĕçре пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ.

Вертолета тÿреме Канашсен ентешĕ - Янкăлчра çитĕннĕ РФ çарĕн тава тивĕçлĕ летчикĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант - сĕннипе ниме меслечĕпе вырнаçтарнă. «Николай Федорович пирĕн республикăшăн ырă ĕç нумай тăвать», - терĕ Михаил Васильевич.

- Хăюлăхпа паттăрлăха сăнарлакан палăк пирĕн хулана кирлех. Паян эпир çакăнта ăна уçма çеç мар, çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн тата никама пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешсе вилнисене пуç тайма та пухăннă, - палăртрĕ Канаш хула администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила Иванова.

Палăк мĕнлерех пуласси тата ăна ăçта вырнаçтарасси пирки хула çыннисем маларах сÿтсе явнă, 30 ытла вĕренекен чи лайăх ят парассишĕн тупăшнă. Конкурсра 8-мĕш шкулти 9«а» класра вĕренекен Карина Спиридонова çĕнтернĕ, вăл сĕннĕ «Хăюлăхпа паттăрлăх монуменчĕ» ят пурне те килĕшнĕ. Михаил Павловпа /5-мĕш шкул, 5«б» класс/ Елена Сауляк /патшалăх службипе управлени лицейĕ, 9 класс/ 2-3-мĕш вырăнсене йышăннă. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе чысланă, пултарулăх ăмăртăвне хутшăннисем пурте Федераци хăрушсăрлăх службин авиаци базине кайса курма тивĕçнĕ.

- Пограничник кунĕнче палăк уçса ентешсене пысăк савăнăç кÿтĕмĕр. Раççей чикки 60 пин ытла çухрăм, çакă Çĕр чăмăрĕн экваторĕнчен 1,5 хут вăрăмрах. Чикĕре тăракансем Тăван çĕр-шывăмăра кирек хăш самантра та шанчăклăн сыхлаççĕ, - терĕ Раççей Геройĕ Николай Гаврилов.

«Альфа» ушкăн тытăмĕнче Бесланра ачасене ирĕке кăларма хутшăннă Раççей Геройĕ Вячеслав Бочаров саппасри полковник-десантник постамент çине вырнаçтарнă çар вертолечĕпе Афганистан, Çурçĕр Кавказ çыннисен интересĕсене епле хÿтĕленине аса илчĕ.

- Монумент умĕнче малашне вăтам шкулпа, лицей-гимназипе сыв пуллашакансем, мăшăрланакансем, ыттисем те асăнмалăх сăн ÿкерĕнĕç, унпа мăнаçланĕç, - терĕ Вячеслав Алексеевич.

Савăнăçлă лару-тăрура Канаш хулипе районĕнчен «хĕрÿ» вырăнсенчи çапăçусенче паттăрлăх кăтартнисен ушкăнне «Афганистанран çарсене кăларнăранпа 25 çул» медальпе наградăларĕç.

Канашпа Тăвай районĕсенчи тата Канаш хулинчи 38 каччă Афганистанра тата Чечняра пуç хунă. Паттăрсене пуç тайса ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Геройĕсем Николай Гаврилов, Вячеслав Бочаров, Евгений Борисов палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.